• Çĕрпÿ хулинче Раççей Федерацийĕн Геройĕн ятне вилнĕ хыççăн тивĕçнĕ гварди сержанчĕн Евгений Александровăн «Ылтăн çăлтăр» медальне тата РФ Президенчĕн Хисеп грамотине паттăр салтакăн ашшĕпе амăшне — Сергей Николаевичпа Алина Николаевнăна — Сывлăш-десант çарĕсен командующийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Чубарыкин генерал-майор тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев панă. Сăмах май, Евгений Александров — Чăваш Енрен çар ретне тăрса ятарлă çар операцийĕнче Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ тăххăрмĕш ентеш.
• «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Пурăнмалли çурт-йĕр» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2025 çулта республикăра 818 пин, çав шутра пирĕн Тăвай округĕнче 4 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута ямалла. Çулталăк пуçланнăрапа çак плана çурри ытларах — 51,6 процент пурнăçланă, 421,9 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
• Ял хуçалăх министерстви çумĕнчи фермерсем «Агростартап» грант илме тăратнă заявкăсене пăхса тухакан конкурс комиссийĕ хăйĕн ĕçне вĕçленĕ. Кăçал фермерсенчен пурĕ 132 заявка йышăннă — ку вăл пĕлтĕрхинчен чылай ытларах. Ĕç пуçлакан 20 фермер, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, АПКра ĕçлекен предпринимательсем федераци тата регион бюджечĕсенчен пĕтĕмпе 99 миллион тенкĕ илĕç.
• 1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Патшалăх автоинспекцийĕ çинчен калакан положение çирĕплетнĕ — çак кун ГАИ çуралнă кун шутланать. Чăваш Енре патшалăх автоинспекцийĕ кăштах каярах — 1937 çулхи октябрьте йĕркеленнĕ. Пĕрремĕш светофора Шупашкарта 1960 çулта вырнаçтарнă. Паян патшалăх автоинспекцийĕ ШĔМĕн чи пысăк подразделенийĕсенчен пĕри пулса тăрать.
• Шупашкара Юрий Башмет маэстро тата «Çĕнĕ Раççей» патшалăх симфони оркестрĕ килесси çинчен пĕлтернĕ хăйĕн телеграм-каналĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарти «Атăл Опера» сцени çинче ирттерме палăртнă концерта СССР халăх артисчĕ, Чăваш Енĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Андрей Яковлевич Эшпай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
• Виçĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ, Тăвай райĕçтăвком председателĕ, КПСС Муркаш райкомĕн, Çĕмĕрле комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ, КПСС Чăваш обкомĕн пай заведующийĕ, Чăваш Енри профсоюзсен совечĕн председателĕ пулнă Петр Александрович Журавлев (1930—2012, Тăвай районĕ, Çĕнĕ Ишпуç) çуралнăранпа июлĕн 10-мĕшĕнче 95 çул çитрĕ.
• Чăваш Енре паллă телеертÿçĕ Юлия Барановская пулнă, «Пысăк çĕршывăн пысăк çемйисем» телекăларăм валли материал пухнă май, пысăк çемьесемпе курнăçнă, Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕпе паллашнă, республика Пуçлăхĕнчен, нумай ача ашшĕнчен Олег Николаевран интервью илнĕ. Сăмах май асăнсан, республикăра çемьесемшĕн тимлесе 2020 çултанпа пулăшăвăн çĕнĕ 24 мерине ĕçе кĕртнĕ. Çак шутра — шкул ачисене тÿлевсĕр апатлантарни, транспорт налукĕнчен хăтарни, республикăн амăшĕ капиталĕ, çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕ тÿлени, социаллă контракт.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ