1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:23

Сăхăтпуçăн пултаруллă ывăлĕ

 

Сăхăтпуç... Вăл Сăхăтпа Нишер шывĕсем юхнă çĕрте вырнаçнă. Вăрмар округĕпе чикĕленет. Сăхăт вара кăнтăралла юхса Кĕтнене кĕрет. Эпир ача чухне Сăхăтра шыв арманĕ пурччĕ. Тырă авăртнă унта, çăнăхлă пулнă. Ăна Глухов хушаматлă вырăс арманçă йĕркелесе тăнă. Эпĕ çуралса ÿснĕ Тенеялĕ Сăхăтпуçĕнчен пилĕк çухрăмра вырнаçнă. Вăтам шкулсене вĕренме эпир, çак икĕ ялăн ачисем, Тăвай, Шăхаль ялĕсене çÿ-ренĕ. Сăхăтпуçсем тата Элпуçне те утнă.

Вениамин Петрович Тимаковпа эпир 1959 çулта Шупашкарта паллашрăмăр. Иксĕмĕр те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕччĕ. Историпе филологи факультечĕн студенчĕсем эпир. Веня Тимаковăн ашшĕ те, пирĕн атте те вăрçăран таврăнаймарĕç. Вăрçă ачисем эпир. Вăрçă хыççăнхи çулсем йывăрччĕ. Юрать-ха, пире лайăх вĕреннĕшĕн стипенди паратчĕç. Çавăнпа тытăнкаласа пурăнаттăмăр. Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ чухне пире педагогика практикине шкулсене ячĕç. Веня Тимаков Кÿкеç шкулне лекнĕччĕ. «Тавах сана, пăрçа яшки» сăвă çырнăччĕ çав çулсенче пулас поэт. Вăл институтра тухса тăракан хаçатра кун çути курнăччĕ. Ун чухне цензура тимлĕ ĕçлетчĕ. Çав сăвăшăн пирĕн юлташа чутах институтран кăларса ямарĕç, ăна сăвă килĕшÿллĕ мар тесе айăпларĕç. Эпир ун майлă пултăмăр, институтра сыхласа хăвартăмăр. Пиллĕкмĕш курсра пире каллех çур çуллăха шкула практикăна ячĕç. Ун чухне шкулсенче вĕрентекенсем çитместчĕç. Пире Тимаковпа иксĕмĕре Вăрмар районĕнчи Шăхаль шкулне кайма сĕнчĕç. Шăхаль маншăн хам вĕреннĕ шкулах-ха. Сăхăтпуç та, Тенеялĕ те ун чухне Вăрмар районне кĕретчĕç. Çапла вара иксĕмĕр те пĕрле ĕçлерĕмĕр. Ун чухне Веня сăвăсем çыратчĕ, мана вуласа паратчĕ. Кĕçех институтран та вĕренсе тухрăмăр. Тимаков çав шкултах тата тăватă çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕ. Вăхăт хăвăрт иртет. Шупашкара редакцисенче ĕçлеме чĕнсе илчĕç ăна. Пултаруллă поэт чăваш литературишĕн вăй хучĕ. «Петĕр Хусанкай лирики» темăпа кандидат диссертацийĕ çырса хÿтĕлерĕ. Сăвă хыççăн сăвă, поэма хыççăн поэма кун çути курчĕç унăн. Манăн уйрăмах «Хирти сасăсем» сăвăпа поэмăсен кĕнекине асăнас килет. Тимкка Петĕрĕн ывăлĕ тăван тавралăха лайăх сăнланă. «АраЭль» поэма та асран тухмасть. Авторĕ Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ, Ара тăрăхне лайăх пĕлет. Поэма шăранса кăна пырать.

Юнашар вĕрентĕмĕр, юнашар ĕçлерĕмĕр. Асрах-ха удмурт халăх писателĕн Василий Ванюшевăн поэмисемпе сăввисене чăвашла куçарни те. «Изнакор», «Анне çырăвĕ» поэмăсем вулакансене питĕ кăмăла кайнăччĕ. Пĕрле сахал мар çÿрерĕмĕр. Удмуртри чăваш ялне Пархатара «Шерне» уявне кайнăччĕ. Асăннă ял «Шерне» уявне питĕ хисеплет. Ку уява тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен калаççĕ: Турă шыва кĕни, Шывçи, Шерне...

Вениамин Петрович çак ялта хăйсен ялĕнчен куçса пынă çынсене шыраса тупрĕ, сăвăсем хайларĕ. Тата Мари çĕршывне кайни те асра. Çулпа пынă чухне вăрман илемĕпе питĕ киленсе пычĕ Вениамин Петрович. Çÿллĕ, яштака ÿснĕ чăрăшсем ăна тыткăнларĕç, сăвăсем çырма хавхалантарчĕç.

Шел, Вениамин Петровичăн пурнăçĕ вăрăма пымарĕ. Сывпи ятлă хĕрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайрĕ, мăшăрĕ Тамара та йывăр чире пулах ăсанчĕ. Константин мăнукĕпе тăрса юлчĕ. Хăй те йывăр чире пула пурнăçпа сывпуллашрĕ 63 çултах. Мĕн чухлĕ паха сăвă-поэма çыратчĕ ĕнтĕ вăл пурăннă пулсан.

Пирĕн асрах хаклă тантăшăмăр, Сăхăтпуçĕн пултаруллă ывăлĕ. Сăхăт юхать, юхать яланхи пекех. Сăвви-юррисем пурăнаççĕ халăхра, пирĕн чĕресенче.

Роза ПЕТРОВА—АХТИМИРОВА,

Шупашкар-Тенеяль

Поделиться:
Распечатать