1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:20

Шкулпа сывпуллашу уявĕ

 

Шкул вĕренсе тухакансен балĕ — çамрăклăхпа хитрелĕх, пуласлăхпа шанчăклăх, çутă ĕмĕт-шухăшсемпе тĕллевсен уявĕ. Ку вăл пурин праçникĕ те: вĕренекенсемпе вĕрентекенсен те, ашшĕ-амăшĕн те.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе Тăвай округĕн-че те 2025 çулта шкултан вĕренсе тухакансене савăнăçлăн чысланă — асăннă кăларăм балĕ чи массăллă тата пурте кĕтнĕ праçник пулса тăнă. Ку уяв ашшĕпе-амăшĕшĕн те хаклă, мĕншĕн тесен вĕсем 11 çул хушши ачин пурнăçĕпе пурăннă, унăн çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхĕсемшĕн пăлханнă, савăннă тата пăшăрханнă. Вĕрентекенсемшĕн те хаклă, мĕншĕн тесен вĕсем кăна çĕнтерÿсене мĕнле туптанине тата йывăрлăхсене епле çĕнтернине пĕлеççĕ. Паллах, вĕренсе тухакансемшĕн хăйсемшĕн те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тата хаклă ку уяв — вĕт вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухмалли пĕрремĕш тапхăра çĕнсе илнĕ.

Шкул пĕтернĕ ятпа вĕренсе тухакансене тата бала пухăннисене Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан — вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова тата Мускаври политехника институчĕн Шупашкарти филиалĕн вĕрентÿпе методика пайĕн начальникĕ Ирина Казарина саламланă, шкул пĕтернисене пурнăçра ăнăçу, тĕрĕс йышăнусем тума, тăван ене квалификациллĕ специалистсем пулса таврăнма ырă суннă.

Шкул пĕтернисенчен 6-шне «Вĕренÿ-ри уйрăмах пысăк çитĕнÿсемшĕн» медальпе, чылайăшне администрацин тата вĕрентÿ пайĕн грамотисемпе чысланă.

Сăмах илсе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне тата хăнасене Тăвайри вă-там шкултан вĕренсе тухакан Артем Яковлев тав сăмахĕ каланă.

Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Надежда Максимова саламланă уява пухăннисене.

Юлашкинчен ăсату вальсĕн-че илемлĕн çаврăннă шкултан вĕренсе тухакансем хăйсен юратнă вĕрентекенĕсемпе, ашшĕ-амăшĕпе, пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсемпе, тăван шкул ăшшине ĕмĕрлĕхе упраса хăварма тăрăшса.

Çапла вара 11 çул пĕр самант пек вĕçсе иртнĕ. Çак кунран пуçласа шкул пĕтернĕ çамрăксем харпăр хăй тĕллĕн йышăнусем тума тата хăйсен пурнăçне хăйсем йĕркелеме тытăнĕç. Ăнăçусем вĕсене пурне т

Поделиться:
Распечатать