Çуллахи шăрăх кунсенче çынсем ытларах шыв хĕррине каяççĕ. Шыва кĕнĕ чухне вара питĕ тимлĕ пулмалла, çак йĕркесене асра тытасчĕ.
— Ишме пĕлменнисен шыва пилĕк таран кăна кĕмелле, аслисем çумра пулмалла.
—Вĕрсе хăпартнă матраспа, теттесемпе, автомобиль шинипе шыва ан кĕрĕр.
— Пĕлмен вырăнта ан ишĕр.
— Çынна сивĕ шыва тĕксе ан ярăр, вăл аптăраса ÿкме пултарать.
— Ачасене шыв хĕррине хăйсене кăна ан ярăр.
— Апатланнă хыççăн пĕр-икĕ сехетрен кăна шыва кĕмелле.
— Шыв хĕррине эрех ĕçнĕ хыççăн ан кайăр.
— Начар çанталăкра шыва ан кĕрĕр.
— Ишнĕ чухне ывăнсан çурăм çине выртса лăпкăн ишмелле.
— Сывлав органĕсене шыв лексенех ÿсĕрсе кăларăр.
— Урана шăнăр туртсан, çурăм çине выртса мышцăсене сăтăрмалла, пысăк пÿр-нерен тытса урана тăсма тăрăшмалла.
— Путма пуçласан алăсене сарса çурăм çине выртмалла.
— Çын путнине курсан вара тумтире хывса шыва чăмăр, путакана лăплантарăр, шыв хĕррине илсе пырăр.
Путакана патак е вĕрен ывăтса парăр та пулăшу чĕнĕр.