1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:35

Тимлĕхре — автоçулпа тротуарсем, хăтлăхпа хăрушсăрлăх

 

«Пурнăç инфратытăмĕ» нацпроекта пурнăçласа Тăвай ялĕнче Тăвай — Чутей — Кайпăç автомобиль çулĕ тăрăх тротуарсем тăвассипе тăрăшса ĕçлеççĕ. Ку ĕçсем, аса илтеретпĕр, 2025 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, пирĕн округра çул-йĕр куçăмĕн хăрушлăхне ÿс- термелли анлă проектăн пайĕ пулса тăраççĕ.

Паянхи куна подрядчик çирĕп-летнĕ графике пăхăнса ĕçленине палăртмалла. Ĕçсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрассине те йĕркеленĕ. Уйрăм тимлĕх — Тăвайри участокне. Çул тăршшĕпе автобус остановкисем тĕлĕнче тата Чутей ялĕнче ял пуçламăшĕнчен вĕçне тухиччен ку чухнехи çутă тытăмĕ вырнаçтараççĕ. Тата майлă тротуарсем тăваççĕ. Тротуар çавăн пекех автоçул тăрăх та Тăвайран Чÿкçырми ялĕ таран пулĕ. Кусемсĕр пуçне пĕрремĕш тапхăр шучĕпе çĕнĕ автобус остановкисем туса лартма пăхнă.

— Пирĕн пĕрлехи тĕллев — талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çул куçăмĕ валли, уйрăмах çуран çÿ- рекенсемшĕн, хăтлă та хăрушсăр условисем туса хурасси. Çулсем çинче ĕçсем мĕнле пынине пĕлтерсех тăрăпăр тата ку тĕлĕшпе пулма пултаракан ыйтусене те çийĕнчех татса пама тăрăшăпăр,— тет округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов.— Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе çул çинчи ĕçсен хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ контрольте пулĕ.

Поделиться:
Распечатать