Мӗн вӑл ҫыншӑн ҫемье? Ҫемье вӑл - кил, аттепе анне, ҫывӑх ҫынсем. Ҫемье вӑл - пӗтӗм пурнӑҫ никӗсĕ. Паллах, шанӑҫ, юрату, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хисеплесси тата ырӑ кӑмӑллӑх йышши ӑнлавсем тӗпре юлаҫҫӗ. Ҫемье вӑл - тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ ҫыншӑн пурнӑҫӑн пӗрремӗш шкулӗ. Ачасене чи малтан ҫемьере тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх кирлĕ, мӗншӗн тесен вӗсем чи хӳтлӗхсӗр тата хевтесӗр йӑх сыпӑкӗ шутланаҫҫӗ. Ҫемье мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ырă тӗслӗхӗпе кӑтартмалла.
Ҫакӑн пек ҫемьесен шутне кӗрет те ӗнтӗ Чутей ялӗнче пурӑнакан Волковсен ҫемйи. Паллаштарар-ха вулакансене вӗсемпе. Кил хуҫи Денис Викентьевич Канашри техникӑпа энергетика техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫара кайнӑ. Ялти пурнӑҫа юратаканскер тӑван вырӑна таврӑнса колхозра тӑрӑшма пуҫланӑ. Чылай техникӑна алла илнӗ çак хушăра. Хастар механизатора Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх Министерствин, Тӑвай округ администрацийĕн, "Чутеевский" ЯХПК пуҫлӑхĕн ятӗнчен Хисеп грамотисем парса чысланă.
Унӑн мӑшӑрӗ Алина Валерьевна ялти шкула вӗренсе пӗтерсен Канашри финанспа экономика колледжӗнче пĕлĕвне тăснă. 2019 ҫултанпа Чутейри культура ҫуртӗнче организатор пулса ӗҫлет. Округри тӗрлӗ конкурссене хутшӑнать. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӗрлеме, ҫыхма, юрлама-ташлама ӑста. Чӑваш тӗррисемпе, капăрлăхĕсемпе интересленсе масмак, ум тата хӑлха ҫакки бисертан ӑсталать, теттесем ҫыхать. Кил-хуҫалӑхра тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, темиҫе сортлӑ куҫа савӑнтаракан хитре чечексем ӳстерет. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн Тӑвай муниципалитет ертӳҫинчен, районти клуб тытăмĕн грамотисемпе тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ, вăл «Красота чувашской вышивки» округри конкурс призерĕ.
Ҫемьере икӗ ача çитĕнет. Кирилл 10 =улта. Амӑшӗ пекех юрлама, сӑвӑ калама, ташлама ӑста. Шкулта лайӑх паллӑсемпе ӗлкӗрсе пырать. Хӗр пӗрчи 5 çул тултарать ку уйӑхра. Туслӑ ҫемьере ӗҫ те кал-кал пырать. Иртнӗ ҫул вĕсене патшалăх программипе çурт-йĕр тума (илме) пулăшу сертификачĕ панӑ.
Волковсен ҫемйине юрату, сывлӑх, телей, ӗҫре ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунар.