1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:11

Тутлă апачĕпе те, ăшă кăмăлĕпе те

 

«Татах килĕр, ырă сунса кĕтетпĕр»,— тесе ăсатаççĕ «Тăвайри кооператив» потребобществăн «Дружба» кафери Т.П.Соколовапа Р.В.Николаева поварсем апат çиме пыракансене.

«Тутлă апачĕсĕр пуçне, ăшă кăмăл-туйăмĕпе те хăйсем патне туртаççĕ»,— теççĕ тăтăшах кунта апатланма çÿрекенсем.

Татьяна Петровна — ĕç стажĕпе аслăраххи. Кармал хĕрĕ Шупашкарти кооператив техникумĕн-че вĕренсе специальноç илнĕ. 2001 çултанпах тивĕçтерÿ сферинче. Раиса Васильевна поварпа пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Апат пахалăхне малти вырăна хураççĕ.

Раиса Николаева — кÿршĕллĕ Канаш тăрăхĕнчен. Вунă çул ытла обществăлла апатлану тытăмĕнче, чун-чĕре туртнипе суйланă çак профессие.

Валентина Валериановна Кузьмина савăт-сапа çăваканăн ĕçĕпе кăмăллă вĕсем. Туслă коллектива çынсен шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене шута илсе ĕçлени те куллен пулăшса пырать.

Поделиться:
Распечатать