Тăвайри Алексей Владимировичпа Наталья Юрьевна Федоровсемпе вĕсен хĕрĕ Аня Пĕтĕм Раççейри II çемье фестивалĕн регион тапхăрне хутшăннă. Ăна укçа-тенкĕне перекетлĕ тытма вĕрентессине, инвестицисем хывма вĕренес ĕçе халалланă. Финанс пĕлĕвне ÿстерни ултавçăсенчен хăтăлма та пулăшать. Республикăри муниципалитетсенчен 22 çемье хăйсен пултарулăхне кăтартнă фестивальте.
— Хамăрăн пĕлĕве пилĕк тĕрлĕ тупăшура тĕрĕслерĕмĕр. Тĕслĕхрен, «Накопления и накопители» ĕçлĕ вăйăра, «Инвестиции для всех» квизра, «Финансовая находчивость» квестра. «Интерактивлă калькулятор» мастер-класра укçа-тенкĕне хаклассипе çыхăннă ĕç-хĕлре сахал мар балл пухрăмăр. Ĕçлесе илнĕ балсене ятарлă перекет кĕнекинче шута илсе пычĕç,— терĕ çемье пуçĕ Алексей Владимирович. Вăл — округ администрацийĕн ятарлă сектор заведующийĕ, мăшăрĕ — Тăвайри ЦСОн ĕçченĕ.
Ăмăртăвăн компетентлă жюринче ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков (председатель), Росгосстрах ПАОн республикăри филиалĕн директорĕ Алексей Пирожков, «РБК» юридици компани директорĕ Александр Ермаков, финанс пĕлÿлĕхĕн Республикăри центрĕн ертÿçи Дмитрий Щепелев тата ыттисем пулнă.
Çак йыш хăех паянхи кун халăха финанс пĕлĕвĕ парасси пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче пулнине çирĕплетет.
Муниципалитет тапхăрĕн çĕнтерÿçисем, Федоровсем, Канашра иртнĕ фестивальте округ чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ, сертификата тивĕçнĕ, «Чăваш Ен» телеканала интервью панă.