Паян Раççей почти аталанăвăн çĕнĕ тапхăрĕн çул-йĕрĕпе шанчăклăн малалла утать. Ку чухнехи малта пыракан цифра технологийĕсене ĕçе кĕртет тата пулăшу ĕçĕсен тĕслĕхĕсене анлăлатать. Чăваш Енри чылай почта çыхăну уйрăмĕ çĕнелсе улшăнмалла, ку тĕлĕшпе ĕç йĕркеллĕн пурнăçланса пырать.
«Эсир экономикăпа бизнеса аталантарас тата таварсене куçарас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕш- лĕ ĕç тăватăр, питĕ кирлĕ социаллă тивĕçе пурнăçлатăр — çынсене çыхăнтаратăр, пĕрлĕ-хе çирĕплететĕр»,— тесе саламланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев почта çыхăнăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕ-сене професси уявĕпе.
Канашри почтамтăн Тăвайри уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрăмăр иртнĕ кунсенче.
Çыхăну уйрăмĕ округ центрĕн- че вырнаçнă. Унта Улянкăри Марина Александровнапа Наталия Геннадьевна Осиповасем тăрăшаççĕ. Хăйсен ĕçне пĕлсе, аван пурнăçласа пыраççĕ.
Марина Александровна, сăмахран, çамрăклах пуçăннă оператор ĕçне, 30 çул иртнĕ унтанпа, ырă кăмăллăскере ĕçтешĕсем Раççей почти кунĕ-пе саламлаççĕ. Халĕ начальник тивĕçĕсене пурнăçлать. Хĕрĕ Наталия Геннадьевна амăшĕ пекех сăпайлă, пултаруллă. Вăл та чылайранпа почта çыхăнăвĕн ĕçĕнче, чунне парать хăй кăмăлланă профессие, çынсемпе ăшă кăмăллă яланах. Вăл Чăваш Патшалăх университетĕнче заочно майпа экономиста вĕренсе тухнă.
Оксана Владимировна Петровапа Раиса Ивановна Кучерова Тăвай ялĕнче пурăнакансене тĕрлĕ хаçат-журналпа, çырусемпе, таварсемпе тивĕçтереççĕ. Зоя Васильевна Васильева почтальонка — Вырăс салипе Кушкă ялĕнчисемпе, Ольга Ильинична Никитина вăрманхĕррисемпе, чÿкçырмисемпе тĕл пулма васкать.
Çыхăну работникĕсем юрлă-çумăрлă, сивĕ, çил-тăманлă çанталăкра та çула тухаççĕ, хаçат-журнал ытларах çырăнтарма васкаççĕ, почтальонсем хăйсен тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ.