1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 19 Июль 2025 г.
15 июля 2025 г. 9:52

Ырă тĕслĕхлĕ çемьесене саламланă

 

ЗАГС уйрăмĕн залĕнче çемье, юратупа шанчăклăх праçникне халалланă уяв иртнĕ. Раççейре ăна утă уйăхĕн саккăрмĕшĕнче йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх çав кун 25 çултан кая мар туслă пурăнакан мăшăрсене «Юратупа шанчăклăх» медаль параççĕ.

Кăçал çавнашкал общество наградине Тăвай муниципалитет округĕнчи икĕ çемье тивĕçлĕ пулнă: Енĕш Нăрвашри Николай Павловичпа Зоя Васильевна Герасимовсем тата Тăвайри Владимир Анатольевичпа Валентина Валерияновна Александровсем.

ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Валентина Новикова хаваслă уява хутшăнакан çемьесемпе паллаштарнă.

Герасимовсем мăшăрланса пĕрле пурăнма пуçлани 50 çул çитнĕ. Николай Павлович Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ. Çарта службăра пулнă хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче инженер-механике вĕреннĕ, районти сысна ĕрчетекен «Мир» комплексра ĕçленĕ. 1975 çултан пуçласа тивĕçлĕ канăва кайиччен ялти шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче вăй хунă. Ĕç стажĕ 38 çулпа танлашать.

Зоя Васильевна Патăрьел районĕн-чи Ульяновка поселокĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Шупашкарти электроаппарат заводĕнче ĕçленĕ. 1973 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнче зоотехник специальноçне илнĕ хĕре Псков облаçне ĕçлеме янă. «Красная Чувашия» колхозра 1974 — 2008 çулсенче тĕп зоотехник, экономист, кăлпасси цехĕн начальникĕ, кадр службин ертÿçи пулса вăй хунă. Парти организацийĕн секретарĕ, ял совечĕн председателĕ пулнă. Пур çĕрте те хăйне пысăк яваплăхлă ĕçчен, ăста специалист пулнине кăтартса панă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă Зоя Васильевнана. Ялпа округăн обществăлла пурнăçĕн- че, суйлавсенче, халăх çыравĕнче, художество пултарулăх мероприятийĕ- сенче активлăх кăтартать. 2008 çултанпа Енĕш Нăрвашри ветерансен Канашĕн председателĕ.

Ялта пурăнакансемпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшса маскировка тетелĕ, нускисем çыхаççĕ, окоп çурти тăваççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухма хутшăнаççĕ.

Герасимовсем 2 ывăлпа хĕр çитĕн-тернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Аслисене 7 мăнук савăнтарать.

Ялти ĕçчен те хисеплĕ çемье. Туслăхпа килĕшÿре пурăнаççĕ вĕсем.

Александровсем 47 çул алла-аллăн тытăнса пурăнаççĕ.

Валентина Валерияновна хăйĕн пĕтĕм пурнăçне искусствăна халалланă, 39 çул культура сферинче ĕçленĕ. «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă ăна. Кузбасс, Ульяновск, Мускав, Ижевск тата ытти хуласен сценисем çинче Тăвай артисчĕсемпе пĕрле хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Кĕмĕл волонтер обществăлла пурнăçра активлăхпа палăрать, «Активлă вăрăм ĕмĕр» центра хаваспа çÿрет, творчество коллективне ертсе пырать. Центра çÿрекенсемпе пĕрле ятарлă çар участникĕсене пысăк пулăшу параççĕ.

Владимир Анатольевич вĕрентÿ пайĕнче 27 çул тĕп бухгалтерта, унтан район администрацийĕн финанс пайĕнче тĕп специалистра тăрăшнă. Ăна спорт ăмăртăвĕсемпе турнирĕ-сене судья тивĕçĕсене пурнăçлама час-часах чĕнеççĕ.

Александровсем тивĕçлĕ канура, сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, ыттисене хавхалантараççĕ. Пысăк кил хуçалăх йĕркелесе пыраççĕ, вĕсен пахчипе садĕнчен куç илес килмест. Тулăх çимĕçпе пĕрлех тĕрлĕ чечексем хĕм сапса хăйсем патне илĕртеççĕ.

Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, виçĕ мăнук пултарулăхĕпе савăнаççĕ Александровсем. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Округ ÿсĕмĕсемшĕн ывăнма пĕлмесĕр вăй хураççĕ.

«Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăланă май Тăвайри округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов саламланă. «Эсир пирĕн округшăн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăтăр. Общество тĕрекне çирĕплететĕр», — тенĕ Олег Анатольевич. Вăл хаваслă уява хутшăннă çемьесене çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, савăнăç суннă.

Çемьеленсе нумай пурăнакан Герасимовсене Тăвай округĕн юбилейлă Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Александровсем те алă пуснă юбилярсен кĕнеки çине.

Вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те чи çывăх çыннисене ăшă сăмахсем каласа тав тунă.

Тăвай округĕн ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Римма Гурина, «Активлă вăрăм ĕмĕр» клуб членĕсем чуна хавхалантаракан юрăсем шăрантарса ăшшăн саламланă уяв хăнисене.

Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕн символĕ — сарă куçлă шурă чечек — ромашка. Уяв залне асăннă чечекпе капăрлатнă. Кашни ромашка çеçкисене татса, юрату туйăмĕн тупсăмне тĕпченĕ. Пĕр-пĕрне юратни кăна çирĕпленнĕ çапла. Мăшăрсем П.И. Чайковскин классикăллă кĕввипе вальс çаврăннă.

—Пирĕн округра çирĕп тата туслă çемьесем кăна пулччăр,— тенĕ уява пĕтĕмлетсе ЗАГС заведующийĕ В.М.Новикова.

Поделиться:
Распечатать