Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проект шайĕнче ялсенче халăха медицина тĕрĕслевĕсене йышăнасси малалла пырать.
Июнĕн 30-мĕшĕнче Канаш ММЦĕн Тăвайри больница филиалĕн бригади Сăхăтпуç ялĕнче 85 çын сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ун умĕн Тăвай ялĕнче 100 çын ытла палата майĕпе йĕркеленĕ чатăрта юн пусăмне, сахăр шайне виçтерме, тухтăрсемпе канашлама, сывă пурнăç йĕркипе сĕнÿсем илме пултарнă. Чатăра килнисем пурте уçă сывлăшра, черетсĕр, теприсем тата çурт çывăхĕнчех хăш-пĕр тĕрĕслевсем витĕр тухма май пулнăшăн пысăк тав сăмахĕсем каланă.
Проектпа килĕшÿллĕн кунран кун ытларах та ытларах халăха явăçтарма май килет медицина тĕрĕслевне, çакă çынсем харпăр хăй сывлăхне тимлĕх уйăрни тата çывăх çыннисемшĕн тăрăшни ÿссе пыни çинчен килет. Çывăх кунсенче çак графикпе çула тухать медицина ĕçченĕсен ятарлă бригади: июлĕн 9-мĕшĕнче — Тушкилте, июлĕн 14-мĕшĕнче — Йăнтăрчăра, июлĕн 17-мĕшĕнче — Улянкăра, июлĕн 22-мĕшĕнче — Чутейре, июлĕн 29-мĕшĕнче Мучарта пулаççĕ. Ирхине 10 сехетрен пуçласа 14.00 сехетчен йышăнаççĕ çынсене.