Етĕрнере Тăван çĕршыв воинĕсен комитечĕн республика шайĕнчи форумĕ пуçласа иртнĕ. Унта пур округ представителĕсем те пулнă. Форумра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе ветеранĕсене тĕрев парас енĕпе ĕçлекен пулăшуçи Руслан Валиуллин хутшăннă.
Палăртмалла, Тăван çĕршыв воинĕсен çемйисен комитечĕ ?КСВО% СВОна хутшăнакансен амăшĕсемпе мăшăрĕсене пĕрлештерсе тăрать.
Тĕлпулура çар çыннисен çемйисене пулăшассине вăйлатмалли майсене сÿтсе явнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, малашнехи ĕçсене палăртнă. КСВОн Тăвай уйрăмĕн представителĕ Елена Ганина округра пурнăçа кĕртнĕ проектсемпе, «Цветы для матерей военных», «Семья Героя», «История любви семьи СВО» тата ыттисемпе паллаштарнă. Комитет активисткине Тав çырăвĕ парса чысланă.