1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:49

Ачасене кичем мар

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕнче Чутей шкулĕнчи çуллахи лагерьте каннă ачасем хамăр тăрăхри ялсене çул çÿ-реве тухнă. Унта Тăвай енри паллă çынсемпе, çĕршывăн паттăр хÿтĕлевçисемпе тата Асăну палăкĕсемпе, стелăсемпе паллашнă, вырăнти халăх культурипе, йăли-йĕркипе интересленнĕ. Нумай çĕннине, усăллине пĕлме пулăшнă палăртнă мероприятисем.

Чутейри вулавăшпа культура çуртĕнче ĕçлекенсем вара утă уйăхĕн пуçламăшĕн- че ачасемпе, уйрăм çемьесемпе «Манăн çемье — манăн савăнăç» ăслăлăхпа вăйă программи ирттернĕ. Ертсе пыракансем куракансене уяв историйĕпе паллаштарнă, Çветтуй Петрпа Феврони çинчен каласа панă.

Мероприятие хутшăнакансем çемье йăли-йĕрки, унпа çыхăннă ваттисен сăмахĕ-семпе каларăшсем çинчен калакан викторинăра хăйсен пĕлĕвне кăтартма пултарнă. Ыйтусем тĕрлĕ енлĕ те интереслĕ пулнă. Спорт вăййисене хаваспах хутшăннă амăшĕсем ачисемпе. Эстафетăсенче, конкурссенче вăр-варлăх, хăвăртлăх тата тавçăрулăх кăтартнă. Пĕр-пĕр-не пулăшса, пĕрлехи çĕнтерÿ-семпе савăннă.

Уява Волковсен, Кабартовсен, Пулатовсен çемйисем хутшăннă.

Çемье вăл — сывлăхлă обществăпа хăватлă патшалăх никĕсĕ. Программăн тĕп тĕллевĕ çемьери çыхăнусене çирĕплетесси тата çемьен пурнăçри пĕлтерĕшĕ çине тимлĕх уйăрасси пулнă.

Зинаида ИВАНОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ

Поделиться:
Распечатать