1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:56

Андрей Албутова асăнса

 

«Аль» спорт шкулĕн футбол уйĕнче Андрей Албутова асăнса 10-мĕш уçă турнир иртнĕ.

«Андрей пултаруллă та спортпа туслă, мал ĕмĕтлĕ çамрăкчĕ. Тăвай шкулĕн мăнаçлăхĕччĕ, аслă вĕренÿ заведени- йĕнче çивĕч ăс-тăнĕпе, активлăхĕпе палăрнă»,—теççĕ ăна вĕрентнĕ учительсем.

«Ăна лидер, ăста футболист тата çамрăк армеец, ăшă та тÿрĕ чун-чĕ-реллĕ, тесе аса илетпĕр. Командăпа районпа республика чысне Раççей шайĕнче пĕрре мар хÿтĕ-ленĕ. Хастар каччăна хисеплесе мини-футбол ирттересси ырă йăлана кĕчĕ»,— тенĕ округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов турнира уçнă май.

Çивĕч тĕлпулусенче кубока çĕнсе илессишĕн 6 команда тупăшнă. «Аль» спорт шкулĕн команди ăнăçлă выляса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Тăрмăшсемпе Çĕнĕ Пуянкассисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

— Андрей Албутова асра тытнăшăн тата округри спорта аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн пур хутшăнакана та тав тăватăп,— тенĕ юлашкинчен Олег Анатольевич наградăсем панă май.

Анатолий КИРИЛЛОВ, спорт шкулĕн директорĕ

Поделиться:
Распечатать