«Нăрвашри мичуринец» тесе çырнăччĕ эпĕ иртнĕ ĕмĕрхи сакăрвуннăмĕш çулсенче Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăннă Виталий Владимирович Владимиров пирки.
Вăл ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ахаль çемьере çуралса ÿснĕ. Чăн та, ашшĕ-пе аслашшĕ вĕреннĕ çынсем пулнă. Анчах сакăр çулта чухнех Виталий ашшĕсĕр тăрса юлнă. Аслă пиччĕшĕ 1943 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ. Виталипе аппăшне амăшĕ пĕччен воспитани парса ÿстернĕ. Вăл тĕрĕс те тÿрĕ кăмăллă çитĕн- нĕ. Вăрçа хутшăннисене питĕ хисепленĕ, аслă ÿсĕмри çынсене итлеме пĕлнĕ. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтерсенех «Красная Чувашия» колхозра ĕçлеме пуçланă. Мĕншĕн тесен малалла вĕренме, пĕлÿ илме май пулман унăн. Çапах та вăл вулама юратнă, нумай вуланă тата çырнă, хăйне аталантарма тăрăшнă. Нумай вĕреннисене тата хастар çынсене хаклама пĕлнĕ, вĕсемпе мăнаçланнă, çамрăклах вĕсем пек пулма тăрăшнă.
Çул çитсен çамрăк Китайри Порт-Артурта службăра тăнă, унтан Грознăй хулинче радиотелеграфист пулнă. Канаш хулинчи механизаци шкулĕнче вĕренсе ял профессине алла илнĕ. Тăван ялшăн, тăван тăрăхшăн нумай ырри тăвасшăн çуннă çамрăкăн чун-чĕри. Çак тĕллевпех «Красная Чувашия» колхозра механизаторта тăрăшать, суха кассинче кун кунлать, каç тăвать. Хастарлăхшăн пĕрре кăна мар хавхалантараççĕ ăна. Сывлăха пула чылайран колхозра газооператорта та çавăн пекех чуна парса ĕçлеме тытăннă вăл.
Паллă сад ăстипе пахчаçă пулнине те питĕ лайăх астăваççĕ енĕшнăрвашсем. Ятарласа вĕреннĕ-ши çак ĕçе Виталий Владимирович е пĕтĕмпех Турă пани-ши унăн – тĕрĕссипе каласан, çакна пĕлместĕп эпĕ. Анчах 12 сотка çĕр çинче çимĕç паракан йывăçсемпе тĕмсем 400 тĕп таран çитĕнтернине Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ пулнă Владимир Васильевич Петровăн «Энциклопедия села Яншихово-Норваши» кĕнекинче те çырса кăтартнă. Эпĕ те ытахальтен Нăрвашри мичуринец темен ăна, хуçипе пĕрле унăн кил пахчинче пĕрре кăна мар пулнă. «Пĕр йывăç айĕнчех темиçе тĕм те лайăх çимĕç пама пултарать, енчен те вĕсем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ пулсан», тесе ăнлантарнăччĕ Виталий Владимирович. Хăйĕн вара çимĕç йывăççисем айĕнче ÿсекен, çимĕç паракан тĕмсем чылайччĕ. «Мĕнле ĕлкĕретĕр пĕтĕм йывăç-тĕме пăхса-типтерлесе тăма?»— тесе те ыйтнăччĕ эпĕ унран. «Ир-ирех, тул çутăлнă-çутăлман тухатăп эпĕ пахчана»,— тесе хуравланăччĕ вăл. Пÿртĕнче те тăршшĕн лартнă сĕтелсем çинче чечексемпе тĕмсем ешеретчĕç унăн. Питех те тĕлĕнмеллеччĕ. Мана та кил пахчинче çитĕнтерме темиçе тĕм парса янăччĕ Виталий Владимирович, сад ăсти. Вĕсем хăвăртах çимĕç пама тытăннăччĕ.
Виталий Владимирович, эпĕ астăвасса, районти тата республикăри выставкăсемпе ярмăрккăсене те хастар хутшăннă, çынсене сад ĕçĕнче нумай пулăшу панă. «Ял ĕçченĕ» хаçата та тăтăшах çырса тăратчĕ, хаçата тата унта ĕçлекенсене хаклатчĕ, ялти харсăр çынсем çинчен тата хăй çимĕçсем туса илнĕ пирки çеç мар, пурнăçри тĕрлĕ çивĕч ыйтусене те хускататчĕ. Унăн статйисем эпир çырнă пек те мар, хăйне евĕр кăсăклă пулса тухатчĕç, мĕн калас тенине тĕплĕн пĕлсе çутататчĕ. Хастарскере, вырăнти тата районти депутатсен Пухăвĕн депутатне те суйланăччĕ, тăван ялĕнчи тата районти чылай ĕçе активлă хутшăнатчĕ. Патшалăх наградисене те тивĕçнĕ вăл. Ăна «Ĕçре палăрнăшăн» медальпе, «Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕпе, «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» знакпа чысланă. Унăн юратнă фильмĕ те «Семнадцать мгновений весны» ятли пулнă. Ăна кашни кăтартмассеренех пăхнă.
Виталий Владимирович 1933 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче çуралнă, 67 çул кăна пурăннă, йывăр чире пула 2000 çулхи сентябрь уйăхĕнче çĕре кĕнĕ. Пурăннă пулсан, кăçал 92 çул тултармаллаччĕ. Çапах та мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ÿс- тернĕ вĕсем, пиллĕкĕшне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Ачисемпе мăнукĕсене ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстерме, вĕсем обществăшăн юрăхлă, аслă пĕлÿллĕ, активлă çынсем пулччăр, тÿрĕ кăмăллă ÿсчĕр, çынлăха мала хуччăр тесе тăрăшнă. Вĕсемшĕн савăннă тата пурне те пулăшма тимленĕ.
Иван ГЛАДКОВ