1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 31 Июль 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:13

Çамрăк тĕпчевçĕсен илĕртÿллĕ çулçÿревĕ!

 

Кармал вулавăшĕн çамрăк вулаканĕсем «сăвăр-байбак йĕрĕпе» кăсăклă экскурсие тухрĕç. Нумай çул каялла çак тискер чĕрчунсене Кармал ялĕнчен инçех мар вăрман çывăхĕнчи çырмана илсе килнĕ. Вĕсем вара çак вырăнсенче питĕ лайăх тĕпленнĕ.

—Шел пулин те сăвăрсене тĕл пулаймарăмăр, вĕсем хăйсен шăтăкĕсенче тутлăн çывăратчĕç пулмалла, ун вырăнне эпир вĕсен нумай çурт-йĕр- не куртăмăр,— терĕç ачасем. Библиотека заведующийĕ çак тĕлĕнмелле чĕрчунсен тĕнчи çинчен интереслĕ каласа панинчен сăвăрсене мĕншĕн тата байбаксем тесе чĕннине пĕлчĕç. Хăйсем вара чĕрчунсем шăтăкран тухасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Вĕсене 1995 çулта Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хирсемпе, ялăн илемлĕ сăнĕ-семпе киленчĕç, хăйăрлă карьерта пулчĕç, чĕкеçсене сăнарĕç.

Ывăннă пулин те хавас кăмăл-туйăмпа çамрăк тĕпчевçĕ-сем килĕсене çул тытрĕç. «Чи пахи — хамăр тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашни, çĕнĕ пĕлÿпе пуянланни»,— терĕç пурте.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿл-лĕн йĕркеленĕ экскурси паллă пулăм пулса тăчĕ ачасемшĕн. Ăна çамрăк вулакансем хушшинче экологи пĕлĕвне ÿстерес тата ял туризмне аталантарас тĕллевпе хатĕрлерĕмĕр.

Светлана ШАШКОВА,

библиотекарь

Поделиться:
Распечатать