Мопедсемпе 16 çул тултарнă тата водитель удостоверенийĕ пур çамрăксем кăна çÿреме пултараççĕ. Транспорт хатĕрĕпе, çав шутра мопедпа çÿреме ятарлă экзамен тытнă хыççăн кăна ирĕк параççĕ. Экзамена шалти ĕçсен пайĕн должноçри çыннисем тыттараççĕ.
Çул çитмен граждансене, 16 çул тултарнисене, «М» тата «А1» категориллĕ водитель удостоверенийĕсем параççĕ.
Право йĕркине пăснă тĕле 16 çула çитнĕ çамрăксем административлă яваплăх тытма пултараççĕ. Çул çитмен çамрăкăн хăйĕн укçа пулмасан е çителĕксĕр пулсан, штрафа ашшĕ-амăшĕн тÿлеме тивет. Мопеда тытса пынă çамрăк çынсене е вĕсен пурлăхне сиен кÿнĕ пулсан, ачипе пĕрлех унăн ашшĕ-амăшĕ те гражданла право яваплăхĕ тытаççĕ (тăкака саплаштараççĕ). Унсăр пуçне водитель удостоверенийĕсĕр ачине мопедпа çÿреме ирĕк панă ашшĕ-амăшне те хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн РФ КоАПăн 5.35 статйипе административлă яваплăх тыттарма пултараççĕ.
Питбайкпа вара ятарлă хупă трассăсемпе спорт площадкисенче кăна çÿреме юрать. Питбайкпа пурте усă куракан çулсем тăрăх тата çавăн пекех унăн хĕррисемпе, тротуарсемпе çÿреме юрамасть. Питбайкпа пурте усă куракан çулсем тăрăх çÿреме çавăн чухне кăна чармаççĕ, енчен те ăна техника хатĕрĕ тесе регистрациленĕ тата водителĕн ăна тытса пыма тивĕçлĕ категори пулсан. Енчен те унпа çÿреме водитель удостоверенийĕсĕр çамрăка шаннă пулсан, уншăн РФ КоАПăн 12.7 статйин 3 пайĕпе, (транспорт хатĕрне унпа çÿреме право çук çынна ирĕк панăшăн) административлă яваплăх тыттарма, 30 пин тенкĕ административлă штраф хума пултараççĕ. Çакăнсăр пуçне питбайка тытса чараççĕ тата штраф стоянкине ăсатаççĕ.
Çул çитмен çамрăксен саккунлă представителĕсене те мототехникăна ачасен аллине панăшăн РФ КоАПăн 5.35 статйин 1 пайĕпе çул çитмен ачасене воспитани парассипе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаншăн тесе административлă яваплăх тыттарма пултараççĕ.
Инкек вĕт куçа курăнса килмест. Акă Улатăр хулинче июлĕн 9-мĕшĕнче каçпа çул çитмен çамрăкпа хăрушă инкек пулса тухнă. Патшалăх автоинспекцийĕн даннăйĕ-сем тăрăх, 16 çулхи тăххăрмĕш класс ачи 22 сехет те 40 минутсенче, эндуро йышши мотоциклпа пынăскер, ăна кирлĕ пек тытса пырайман, кювета чăмнă, электропередача линийĕн бетон юпи çине пырса çапăннă. Çамрăк шлемпа пулнă, анчах сурансем йывăррипе вăл çавăнтах вилсе кайнă. Çакă паллă, транспорт хатĕрне ашшĕ-амăшĕ ăна инкек пуличчен икĕ эрне маларах кăна туянса панă. Халĕ специалистсем авари сăлтавĕсене, мототехника туяннин майĕсене палăртаççĕ.
Эндуро йышши мотоциклсемпе çÿреме ятарласа хăнăхни тата çителĕклĕ опыт кирлĕ.
Улатăрти инкек çакна тепĕр хут асăрхаттарать: ку йышши мототехника унпа çÿреме тивĕçлĕ хатĕрленмен çамрăксемшĕн пысăк инкек патне çитерме пултарать. Çакăншăн унпа усă куракан çамрăксем те, çитĕн-нисем те яваплă пулса тăраççĕ. Ачасене вăйра тăракан саккунсен картинче воспитани пама тăрăшмалла. Вĕсене çулпа тивĕçлĕ ÿсĕме çитсен, вĕренсе водитель удостоверенийĕ илсен кăна çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăхăнса мототранспорт рулĕ умне лармаллине каласа ăнлантармалла тата ĕнентермелле.