1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:41

Чăвашсен Акатуйĕ Мускавра

 

Мускавра Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне уявланă. Уяв ВДНХра Мускав çыннисене, республикăра пурăнакансемпе унта çуралса ÿснисене, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата чикĕ леш енчи чăваш халăхĕн представителĕ-сене пухнă. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.

«Паян Чăваш халăхĕ Раççей Федерацийĕн мĕнпур халăхне хăйĕн йăлана кĕнĕ наци уявĕ-пе Акатуйпа саламлать»,— тенĕ вăл. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пире кашни халăхăн хăйне евĕрлĕхне упрама, çав вăхăтрах ĕмĕрсем хушши йĕркеленнĕ пĕрлĕхе, туслăха хаклама, упрама вĕрентнине аса илтернĕ уява пухăннисене сцена çинчен саламланă май Олег Николаев.

Çĕршер çул эпир вырăс халăхĕпе тата ытти халăхсемпе пĕрле туслă пурăнатпăр, тырпул акатпăр, пухса кĕртетпĕр, завод-фабрикăсем çĕклетпĕр, космоса вĕçетпĕр, тăван çĕре хÿтĕлетпĕр. Чăваш Ен пирĕн çĕршыв малалла çирĕппĕн аталантăр тесе пурне те тăвать, малашлăх программăсем палăртать, пурнăçа кĕртет. Çĕр ĕçченĕсен уявне те акă Чăваш Енри сакăр предприяти хутшăннă. Вĕсем Мускав çыннисемпе хăнасене хăйсен продукцине кăна мар, регионти ытти организацисен таварĕсене те сĕннĕ. Акатуй хăнисем чăваш шăрттанне, çăкăр-булкине, сĕт юр-варĕпе аш-какай продукчĕсене, пылак çимĕçсемпе улма-çырла сĕткенĕсене уйрăмах килĕштернине, Чăваш Ен таварĕсене, çав шутра асăнмалăх сувенирсене те хапăлласах туяннине каласа параççĕ.

—Çакăн евĕрлĕ мероприятисене хутшăннă чухне чун-чĕ-ре яланах пăлханать. Яваплăх та пысăк. Çав вăхăтрах тăван еншĕн, унăн ĕçчен халăхĕшĕн мăнаçланатăн. Раççейĕн тĕп хулинче иртнĕ Акатуйра пире Чăваш Республикин чысне-сумне хÿтĕлеме шанни чăннипех пысăк хисеп пулчĕ. Хăнасене Чăваш çĕрĕн пуянлăхне, чăваш халăхĕн тараватлăхне кăтартма тăрăшрăмăр,— кăмăллă çакăнпа Красноармейски тата Тăвай потребобществосен канашĕн председателĕ Роза Александровна Николаева.

Уявăн тĕп сцени çинче кунĕ-пех халăх ансамблĕсен, чăваш эстрада артисчĕсен юрри-ташши савăнтарнине, кăмăла çĕкленине палăртаççĕ. Праçнике халăх йышлă пухăннă, уяв программи пуян та тĕрлĕ енлĕ пулнă.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать