Çурхи призывра Çĕнĕ Ишпуçĕнчен виçĕ каччă Раççей çарĕн салтакĕ пулса тăнă.
Дениспа Герман Никитинсем тата Захар Сорокин юлташĕ-семпе пĕрле ĕлĕкхи йăла-йĕр-кене пăхăнса урам тăрăх салтак юрри юрланă.
Кашни çамрăках ялти культура çуртĕнчен чыслăн ăсатнă.
Тăванĕсем, тус-юлташĕсем, ял-йыш пулас салтаксене телей сунса тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма ырлăх-сывлăх суннă.
Чутей территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Димитрий Белов йĕкĕтсене ăнăçу сунса алшăлли çакса янă. Ялти культура çурчĕн ĕçченĕ Ольга Архипова пил панă.
Мария ПЕТРОВА,