— Çемье — кашни çын пурнăçĕнче чи кирли. Çирĕп çемье вара тулли телей,— теççĕ Олег Михайловичпа Ирина Витальевна Дмитриевсем. Вĕсем Тăвайри Степановсемпе Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «Çемье вучахĕ» республика форумне хутшăннă.
«Çемье командисем валли ăсталăх класĕсем, вăйăсемпе конкурссем йĕркелерĕç, асăнмалăх парнесемпе савăнтарчĕç илемлĕ уявра»,— тесе каласа пачĕ мероприяти хыççăн кил пуçĕ Олег Михайлович.
Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те Тăвайри вăтам шкулта тăрăшаççĕ. Çемьере 3 ача çитĕнет.
«Тăвансем — Юратнисем» çемье пĕрлĕхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Дмитриевсене Пĕрремĕшсен Юхăмĕн регионти уйрăмĕн Тав хутне панă. Вĕсем муниципалитет округĕн-че нумаях пулмасть иртнĕ «Çулталăк çемйи» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă.
«Тăвайĕнче пурăнатпăр пулин те, тăтăшах тăван яла Элпуçне кайса çÿретпĕр. Ачасемпе пĕрле ĕçлени, канни татах та çывăхлатать. Сывă пурнăç йĕркине мала хурса спорта юрататпăр, ăмăртусене хутшăнма тăрăшатпăр,— сăмах хушрĕ ача амăшĕ Ирина Витальевна. — Хамăр ачасене эпир тăван çĕре тата хамăр культурăна юратма, çемьери йăла-йĕркене сыхласа хăварма, вĕсене ăруран ăрăва упраса пыма тимлетпĕр. Тăвансемпе хутшăнса, вĕсемпе калаçса, çемье тымарне манса каймалла маррине аса илтерсе тăратпăр».
Раиса ШУМОВА