Виçĕмçул юпа уйăхĕнче Чутей ялĕнче Елизавета Павловна Шамбулина пуçарса янипе йĕркеленнĕ волонтер ушкăнĕ ятарлă çар операцийĕнчи хÿтĕлевçĕсене пулăшса маскировка тетелĕсем çыхас ĕçе малалла тăсать.
Ку ушкăн хастар, патриотла шухăш-туйăмлă, Тăван çĕршыва юратакан хĕрарăмсенчен тăрать. Ĕçе кайнă пек, кирек мĕнле çанталăкра та культура çуртне васкаççĕ вĕсем. Енчен те материалĕ пулсан шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне куллен ĕçлеççĕ. Сăмахран, 3х6 м калăпăшлă пĕр тетеле çыхса 1—2 кун иртет. Опытлă ăстасен аллисен çаврăнăçулăхне ăмсанма пулать ĕнтĕ. Питĕ пысăк яваплăха туйса ĕçлеççĕ волонтерсем, мĕншĕн тесен тетелсем боецсене мĕн тери кирлине ăнланаççĕ.
Пĕр шухăшлă коллектив паянхи кун тĕлне 150 маскировка тетелĕ çыхса, 100 нашлемник, 4000 ытла окоп çуртипе розжиг хатĕрлесе тата тĕрлĕ гуманитари пулăшăвĕ панă. Разведчиксем, снайперсем валли, хăйсен тĕллевĕсене çухатусăр пурнăçлаччăр тесе, «Арçури» костюмĕ тăрăшса çыхма тытăннă. Çине тăни те, тÿсĕмлĕх те, опытлă вĕрентекенсен пулăшăвĕ те кăткăс ĕçе хăнăхма май панă. Тăхăр тумтир хатĕрленĕ ăна. Геннадий Андреев, Евгений Куракин, Дмитрий Белов транспортпа тивĕçтерсех тăраççĕ, Наталия Тимофеева тăтăшах районти ЦСОНран материалсем илсе килсе пулăшать çыхакансене. Çакăн пек волонтерсен туслă командине йĕркеленĕшĕн Елизавета Шамбулинана активистсем тав тăваççĕ.
Спанбонд — маскировка тетелĕсене çыхма усă куракан ятарлă материал. Кашнинчех вара ăна туянма йывăртарах та йывăртарах. Ял çыннисем, округ тулашĕнче пурăнакан ентеш-çамрăксем, шкулта вĕрентекенсем укçа-тенкĕ енчен пулăшаççĕ.
Боецсем доброволецсене вĕсен ырă ĕçĕшĕн тав сăмахĕсем калаççĕ. Тав çырăвĕсем темиçе те килнĕ Чутей волонтерĕсен ячĕпе. Чи хакли — çар чаçĕн-чен тав тунисем.
Паян ятарлă çар операцийĕн зонинчи ентешсене пулăшассипе пĕр пысăк та туслă команда пулни — нихçанхинчен те паха. Эпир пĕрле çĕнтерĕве çывхартатпăрах!
Зинаида ИВАНОВА,
кĕмĕл волонтер