1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 31 Июль 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:20

Экстремистла материалсемшĕн

 

Сиенлĕ Интернет-сайтсене йĕркелекенсем çынсен, уйрăмах çамрăксен, ăс-тăнне хавшатас, психикине япăх витĕм кÿрес, халăхсене хирĕçтерес тĕллевсене тĕп вырăна хураççĕ.

Интернет уçлăхĕнчи страницăсем çине наци атрибутикине тата экстремистла организацисен паллисене вырнаçтаракансене, вĕсене халăх хушшине сарас тĕлĕшпе хатĕр-ленекенсене тата упракансене айăплав кĕтет. Экстремизм çулне пÿлес тĕллевпе федераци шайĕн- че «Экстремистла ĕçе-хĕ-ле хирĕç тăрасси çинчен» закон йышăннă. Раççейри экстремистла материалсен пĕрлехи пĕтĕм списокне палăртнă. Унпа minjust.ru сайтра паллашма пулать.

РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 20.29 статйипе килĕшÿллĕн асăннă йĕркесене пăснăшăн уйрăм граждансен оборудованине конфискацилесе штраф пама е арестлеме пултараççĕ. Предприяти-организацисен штраф сумми 100 пин тенкĕрен пуçласа 1 млн тенкĕ таран пулма пултарать.

Борис БОРИСОВ,

полици уйрăмĕн

пуçлăхĕн заместителĕ

Поделиться:
Распечатать