Çăва тухсан ял старости Николай Андреев тата ытти ăстасем — Андрей Шусев, Сергей Трофимов, Валерий Чернов, Михаил Александров, Юрий Андреев, Саша Андреев, Саша Касмыков, Павел Винников, Саша Миронов тата ытти хастарсем Нишер шывĕ хĕрринчи Пикенеç çăлĕ çумĕнчи унччен экскаваторпа чавса хатĕрленĕ пĕве хĕррине çÿп-çапран тасатрĕç, çĕре тикĕслесе шайлаштарчĕç, ларса канмалли вырăна (беседкăна) пĕрене-хăмаран хăпартрĕç, тăррине витрĕç.
Чи пахи — çак илемлĕ вырăна юлашки вăхăтра ял-йыш кăна мар, ытти çĕртен çитнĕ хăнасем те килсе курма тытăнчĕç. Мускавран, Ульяновскран, Хусантан, Çĕпĕртен килнисене асăрхарăмăр. Пурте асăнмалăх сăн ÿкерчĕк-сем çапаççĕ, пире тав каласа чуна савăнтараççĕ. Апла, сăхăтпуçсем таврана тирпей-илем кÿ-рессишĕн тăрăшни пурин кăмăлне те каять.
Лаврентий
ДАНИЛОВ,
Сăхăтпуç ялĕ