1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:48

Тихвин ярмăрккинче

 

 

Çĕрпÿ хулинче кашни çулах Тихвин ярмăркки анлăн иртет. Унта тем тĕрлĕ япала туянма пулать, маçтăрсен ĕçĕсемпе паллашса ăсталăха вĕренме те майсем пур.

«Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ вырăнти туй юрри-ташшисемпе «На перекрестке национальных культур» регионсен хушшинчи фестивале хутшăнчĕ. Ушкăна лауреат Дипломĕпе тата парнесем парса хавхалантарчĕç.

Таçтан та килнĕ фестивале чăваш ушкăнĕсем: Самарпа Чĕмпĕртен, Тутарстанран, Мари Эльтен, Мордваран, ытти çĕртен. Пĕр-пĕринпе паллашни, курса калаçни хăех мĕне тăрать! Çавăн пек фестиваль-конкурссене хутшăнни хамăрăн пултарулăхпа паллаштарнисĕр пуçне, ăсталăха ÿстерет, туслăха çирĕплетет, чăвашлăха упрама тата аталантарма пулăшать.

Елена МАТРОСОВА,

Тăрмăшри культура çурчĕ

 

Поделиться:
Распечатать