1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:50

Килте пулсан шанчăклă

 

Преступноç шайне чакарас тата ачасемпе çамрăксен пурнăçне хăрушсăр тăвас тĕллевпе Раççейре комендант вăхăчĕ кĕртеççĕ.

Çул çитмен çамрăксем (ÿсĕмĕпе 18 çула çитменнисем) каçхине кил тулашĕнче пулассине Раççейре законпа чарнă. 7 çул тултарман ачасемпе обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшĕн яланах пĕрле пулмалла. 7 çултан аслăрах тата çул çитичченхи ачасем каçхине вунă сехет иртсен обществăлла вырăнсенче пулмалла мар. Ачасемпе 18 çула çитичченхи çамрăксем 22.00 сехет хыççăн килте аслисемпе пĕрле пулмалла.

Ача аслисемпе пĕрле чухне те уншăн пулма юраман вырăнсем пур: сăмахран, эрех сутакан вырăнсем, вăйă заведенийĕсем, халь-халь ишĕлес пек ларакан çурт-йĕрсем е çĕнĕрен тăваканнисем, свалкăсем, çÿп-çап полигонĕсем тата ачасемшĕн хăрушă ытти вырăнсем.

Çакна асра тытмалла: ачасемшĕн шăпах ашшĕ-амăшĕ е вĕсене улăштаракансем тулли яваплă пулса тăраççĕ. Урăхла каласан, ÿсĕмĕпе çул çитнĕ юлташĕ-тантăшĕсем, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем тата ытти тăванĕ-сем ачасемпе саккунлă çÿрекенсем шутланмаççĕ. Енчен те ачана урамра çÿреме чарнă вăхăтра асăрхаççĕ пулсан, полици сотрудникĕсем вăл кам пулнине, ăçта пурăннине, ашшĕ-амăшĕшĕн контакчĕсе-не пĕлме тăрăшаççĕ. Ачана килне е полици уйрăмне (вăл кил адресне е ашшĕ-амăшĕпе çыхăнмаллине майсене калаймасть пулсан) илсе пыраççĕ. Ача комендант вăхăтне пăсни çинчен калакан материала çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси аллине параççĕ. Закона тепĕр хут пăсас-тăвас пулсан, ачана профилактика учетне тăратас ыйту тухса тăрать. Енчен те ачапа ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе информацие уçăмлатма май килмесен, ачана (çамрăка) республикăри Шалти ĕçсен министерствин хÿтлĕхне вырнаçтараççĕ.

Ачан сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă лару-тăру та пулма пултарать. Кун пек чухне çул çитмен çамрăк килĕнчен ашшĕ-амăшĕсĕр тухсан та çийĕнчех аслисенчен е экстренлă службăран пулăшу ыйтмалла.

Асăннă закона йышăнни ачасемпе çул çитмен çамрăксене тĕрлĕ йышши начар факторсенчен хÿтĕлеме май парать, ачасем тĕлĕшпе тата вĕсене хутшăнтарса преступленисем тата правăна хирĕçле ытти ĕçсем тăвасран асăрхаттарать.

Вениамин ОБАСЬКИН, Раççей ШĔМĕн районсем хушшинчи пайĕн Тăвайри полици уйрăмĕн начальникĕ, полици подполковникĕ

Поделиться:
Распечатать