1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:48

Конкурсра пултаруллисем

 

 

Тăвай округĕнче «Çулталăк çемйи» конкурс ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Вăл çемье хаклăхĕсене çи- рĕплетме пулăшать тата «Çемье» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Артемпа Эльза Степановсен çемйине пĕр кăмăллăн çĕнтерÿçĕ тесе йышăннă. Артем Владимирович — «Акконд агро-фирмăра» автомехпарк начальникĕ, Эльза Валерьевна — алă ĕçĕн ăсти. Çамрăксене тĕрлĕ пултарулăха вĕрентекен наставник. Хăйĕн ĕçĕсене пĕлтĕр ВДНХра та кăтартнă, выставка ĕçленĕ вăхăтра ăсталăх класĕ ирттернĕ. Вĕсен ачисем, Игорь, Полина тата Элина, ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем, нумай конкурс çĕнтерÿçисем! Степановсем жюрине хăйсен пĕрлĕхĕпе тата çемье пурнăçĕ çине творчествăлла пăхнипе парăнтарнă.

Сергейпа Надежда Никифоровсен çемйи — иккĕмĕш вырăнта. Сергей Евгеньевич — хăйĕн ĕçĕн ăсти, тĕрлĕ профессире маттур. Надежда Олеговна ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ. Кулленхи ĕçĕсĕр пуçне общество пурнăçĕн активисчĕ, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи. Ывăлĕсем Александрпа Павел шкул тата муниципалитет мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Çемьере ĕçе хаклаççĕ, çут çанталăк ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Олегпа Ирина Дмитриевсен çемйи — конкурс призерĕ! Олег Михайловичпа Ирина Витальевна Тăвай шкулĕнче вăй хураççĕ. Виçĕ ача вĕсен мăнаçлăхĕпе савăнăçĕ. Вĕсен чуна пырса тивекен çемье историйĕ-пе ыр кăмăллăхне, пĕрлĕхне жюри пысăк хак панă.

Тăвайри Степановсен çемйи республика конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ.

Поделиться:
Распечатать