1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 31 Июль 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:17

Кăмăллă юлчĕç, «Татах килĕр»,— терĕç

 

«Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн маттур юрăçисемпе Канаш округĕнчи Кивĕ Ахпÿртре концерт лартса патăмăр.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн «Савнă тăван ялăм» ятпа ял уявĕ иртнĕ унта. Халăх чылай пухăннă, пирĕнпе питĕ савăнчĕç, юрларĕç-ташларĕç. Концерт программи те анлă пулчĕ. «Кун пек концерт халиччен пулман»,— терĕç ял çыннисем пире тав туса. Андрей Федоров, Вячеслав Степанов, Алексейпе Елена Матросовсем пĕчченшерĕн икĕ-виçĕ юрă та юрларĕç. Венера Николаева П.Эйзин çырнă «Çăка» ятлă сăвăна каласа тĕлĕнтерчĕ, çăки те хирĕçех ÿсет тата, чечек ăшĕнче.

Фольклор ушкăнĕ юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ, ял халăхне пĕрле юрлаттарчĕ. Çавăн пек тĕлпулусем питĕ кирлĕ, уйрăмах пĕчĕк ялсемшĕн. Эпир унта автоклубпа кайрăмăр, музыка аппаратурисемпе, дискотекăра ташлаттартăмăр ял халăхне. Хамăр та савăнтăмăр, нумайранпа курман тăвансене, кумасене куртăмăр. Кăпăклă та тутлă сăрапа, тутлă шÿрпепе сăйларĕç. Ял çыннисем питĕ кăмăллă юлчĕç: «Татах та килĕр-ха»,— терĕç.

 

Елена МАТРОСОВА,

«Тăрмăш» фольклор

ушкăнĕн ертÿçи

Поделиться:
Распечатать