Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ Енĕш Нăрвашри Чапаев урамĕнче пурăнакансен асĕнче нумайлăха юлĕ.
Уяв çемьен чăн-чăн управçисене Петĕрпе Феврони мăшăра хисепе хурса, çемьере таса юратупа, шанчăклăхпа пурăнассипе çыхăнчĕ.
Ял старости çветтуйсен кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пурне те праçникпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, çемьере ача-пăча сассипе савăнма сунчĕ.
Юрă-ташăпа хаваслă вăйă-кулăран пуян пулчĕ уяв. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Нумай ачаллă çемьесем те хисепре пулчĕç. Кашни хутшăнаканах асăнмалăх открытка та пулса пама тăрăшрăмăр. Черновсене çемье чăмăртаннăрапа 45 çул çитнипе саламларĕç.
Уява малалла та йăлана кĕртсе, пĕрле пухăнас шанăçпа килĕсене саланчĕç кÿршĕсем. Сăмах майăн, кунта пурăнакансем ял сăн-сăпатне улăштарма хăйсен тÿ- пине хывнине палăртса хăварас килет. Çăва тухсан субботник ирттерес пулсан кар! тăрса тухаççĕ. Çавăнпа урамра та таса.
Надежда ЧЕРНОВА,
ял старости