1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:40

Малашлăха çул хывма май парать

 

Чăваш ачисем — Мускаври Борис Щукин ячĕллĕ театр институчĕн вĕренекенĕсем. Савăнăçлă хыпар Тăвай тăрăхĕнче те хăвăрт сарăлчĕ. Студент йышне кĕнĕ ултă пултаруллă çамрăк хушшинче Тăвай пики те пур-çке — Чутей ялĕнчи 5 ачаллă Владимир Ивановичпа Людмила Алексеевна Михайловсен кĕçĕн хĕрĕ Елена. Вĕсен ытти ачисем вĕренсе професси илнĕ, ĕçлеççĕ ĕнтĕ.

Хăйĕн малашлăхне культурăпа искусство тытăмĕпе çыхăнтарма Тăвайри музыка шкулĕ пулăшнă ăна. Ÿркенмен хĕрача, ăсталăхне аталантарма аякра вырнаçнă ялтан район центрне автобуспа çÿренĕ.

Надежда Владимировна Петрова преподаватель, хăй те халăх юррисемпе сцена çине тухаканскер, унăн хăйне евĕр пултарулăхне асăрхаса чун-чĕрине çул хывнă. Халăх фольклорĕпе çывăхлатнă, муниципалитет, унтан регион шайĕнчи конкурс-фестивальсене хутшăнма пулăшнă. Хăйĕн выпускникĕ Ф.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухса, пĕлĕвне малалла тăсма тĕллев лартнишĕн савăннине пĕлтерчĕ.

— Искусство шкулĕ — пултаруллă, талантлă ачасем валли. Вĕсене малалла аталанма пулăшни куçкĕрет, ав. Вĕреннĕ чухнех Ленăн халăх юррисем патне чун выртатчĕ. Хамăр енче кăна сыхланса юлнă чăваш халăх юррисене упрассипе кăсăклантараттăм. Музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра Чутей, Ишпуç, Кармал, Амалăх ялĕсенчи, Вăтаялĕнчи ăстасенчен нумай юрă-сăвă çырса илсе ырă ĕç турĕ. Ăнăçу сунатăп Еленăна! — терĕ унăн наставникĕ Надежда Петрова.

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать