1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:12

Манăçа ан тухчăр

 

Çĕнĕ Ишпуçĕнче СВОра пуç хунă Евгений Сердарович Джуманазаров ячĕпе Асăну палăкĕ лартнă. Çу кунĕсенче Тĕмер шкулĕнчи лагерьте канакансем паттăр салтакăн вилтăприйĕ çине чечексем хунă, хÿтĕлевçĕ- не асăнса пĕр минут шăп тăнă.

Ятарлă çар операци- йĕнче ывăлĕсене çухатнă амăшĕсем иккĕн ялта, Галина Ядгаровапа Татьяна Джуманазарова.

Джуманазаровсен çем-йине илес пулсан, виçĕ ачаран Наталия хĕрĕ 24 çулта, Александра — 12 çулта. Аслин Евгенийăн шăпи кĕске пулчĕ.

«Паттăрсем вилмеççĕ. Амăшĕн чун-чĕринче, ыттисен асĕнче упранаççĕ. Яланах вăй-хăват парса тăраççĕ»,— куççульне пытараймасăр калаçрĕ ачасем палăк патĕнче пулнине пĕлнĕ хыççăн салтак амăшĕ. Унăн мăшăрĕ Сердар Агаевич — бурильщик, Когалым хулине ĕçлеме çÿрет. Иккĕшĕ те çар пенсионерĕсем вĕсем.

Женя 1996 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Нижневартовскра çу- ралнă. Социаллă гуманитари колледжĕн-чен вĕренсе тухнă хыççăн нефтяниксен санаторийĕнче вожатăйра ĕçлеме пуçланă вăл. 2016 çулта çар службине илнĕ, автомобиль уйрăмĕн командирĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланă. Салтак хыççăн Нижневартовск хулинчи çамрăксен центрĕнче физкультура ĕçĕсене йĕркелекен, федераллă казначействăра кĕçĕн инспектор пулса тăрăшнă. Ĕçленĕ вăхăтрах аслă пĕлÿ илнĕ. Спорт тĕсĕсенчен уйрăмах футбола кăмăлланă. Ырă чун-чĕреллĕ, ĕçчен, йывăрлăхра пулăшу пама хатĕр пулнине палăртаççĕ юлташĕсем ун пирки.

2022 çулхи октябрьте ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе кайнă. 2024 çулта унран хыпарсем килме пăрахнă. Евгений пĕлтерĕшлĕ заданине пурнăçланă чухне куç хупнă. Ăна хăйсен çуралнă ялне Çĕнĕ Ишпуçне илсе килсе пытарнă. Евгений Сердаровича вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.

Çемйи çав хуларах пурăнать. Мăшăрĕ Валентина — полицин кĕçĕн лейтенанчĕ. Мария хĕрĕ 4 çулта. Евгенийăн ашшĕ-амăшĕпе çыхăну тытсах тăраççĕ вĕсем.

«Гвоздика» акци пынă вăхăтра Татьяна Юрьевнапа тĕл пултăм кăçал, волонтерсен ушкăнĕнче пулнă май акципе çыхăннă открытка парнелерĕм, çĕршыв пуласлăхĕшĕн пурнăçне шеллемен ывăлăн амăшне çирĕп сывлăх сунса уйрăлтăм.

 

Светлана БАРАМАТОВА,

Çĕнĕ Ишпуç-Шупашкар

Поделиться:
Распечатать