1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:25

Мĕнле чăтса ирттермелле?

 

Пăчă çанталăка ачасем, ватăсем, чир шала кайнă тата самăр кĕлеткеллĕ çынсем йывăр тÿссе ирттереççĕ. Çанталăк питĕ шăрăх пулни çыннăн чĕре тата юн тымарĕсен тытăмне йывăрлатать. Çакă вăл тăтăшах тарланипе, ку вара юн тытăмĕ çине витĕм кÿнипе çыхăннă. Юн — пĕр пек мар, унра шĕвĕ пайĕ пур — плазма тата эритроцитсенчен, тромбоцитсенчен, лейкоцитсенчен тăракан хытă пайĕ.

Шĕвеке çухатни юнри çăра тата шĕвĕ пайĕсем пĕрлешессине пăсать, çакă юн çывăрас тытăм çине витĕм кÿ-рет тата тромб пуçарма пултарать. Унсăр пуçне пĕрмай тарланăран юнри электролит тытăмĕ улшăнать — кали, магни ионĕ-сем çухалаççĕ, çакă чĕре ритмне пăсать. Чĕре таппин шучĕ те ÿсет. Çавна май шăрăх çанталăкра инфаркт тата инсульт пуласси, юн пусăмĕ чакасси нумайланаççĕ.

Çынсем хĕвел айĕнче çÿресен те аптăраççĕ. Унăн паллисем: ÿт хĕрелет, ÿт температури ÿсет, пуç ыратать, пуç çаврăнать, чĕре таппи хăвăртланать, ăш пăтранать, хăсăк тухать, сывлăш пÿлĕнет, ăс-тăн улшăнать.

Шăрăх çанталăкра ăнсăртран аптăраса ÿкнĕ çынна пĕр тăхтаса тăмасăрах сулхăна, уçă вырăна куçармалла. Çиелти тăвăр çи-пуçа салтса çурăм çине вырттармалла, унтан питне сивĕ шывпа йĕпетмелле, çамки тата мăйĕ çине сивĕ шывра йĕпетнĕ татăк хумалла. Алăра хут е ал шăлли пулсан аптăракана çил вĕртерсе тăмалла. Шыв ĕçтермелле. Енчен те тăн çухатать пулсан нашатырь спирчĕпе йĕпетнĕ мамăк шăршлаттармалла. Тăруках сывлама чарăнсан е пульс çук-тăк, искусствăлла майпа сывлăш памалла, чĕрене тÿрĕ мар массаж тумалла. Çакна васкавлă пулăшу машини киличчен е çын сывлăш çавăрса иличчен пурнăçламалла.

Шăрăх çанталăкра аптăраса ÿкесрен мĕнле сыхланмалла?

Шăрăх çанталăкра урамра ытлашши çÿремелле мар, хĕвел çинче ĕçлессине чакармалла. Пуçа тутăр е шлепке, карттус тăхăнмалла, çире çÿхе, сывлакан çи-пуç пулмалла. Çуллахи вăхăтра пахча çимĕç салачĕ, улма-çырла çиме тăрăшмалла, рационта çусăр пулă, йÿçĕтнĕ сĕт продукцийĕ, сивĕ яшка, окрошка пулмалла. Шăрăхра организма пĕчĕк калориллĕ апат кирлĕ. Чи шăрăх вăхăтра апат çиессинчен тытăнса тăрăр, ирхине е каçхине çиме тăрăшăр. Апат пĕçернĕ тата упранă чухне гигиенăпа технологи ыйтăвĕсене шута илмелле. Талăкне 1,5—2 литр шыв ĕçмелле. Анчах пÿре тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕ-семпе аптăракансен ăна нумай ĕçмелле мар.

Пÿлĕмсене уçăлтарасси çинчен те манмалла мар. Хĕвел енчи пÿлĕмĕн чÿречине карсан сулхăнрах пулĕ. Тăтăшах ванна е душ кĕрĕр. Шывăн пÿлĕм температури пек ăшă е лĕп пулмалла. Алкоголь шĕвекĕсене ĕçессинчен тытăнса тăмалла.

 

Вера КОЗЛОВА, врач-терапевт

Поделиться:
Распечатать