Тĕмер ялĕнче пурăнакан вăрçă ачи, тыл ĕçченĕ Анна Семеновна Катякова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă хĕрарăма ял территори уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Светлана Ярхунова, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Римма Гурина саламланă. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа панă, парнесем парса чысланă.
чалăхĕ вăрçăн йывăр çулĕсенче иртнĕ. Пĕчĕклех вăй çитнĕ таран хуçалăхра амăшне пулăшнă. Ашшĕ вăрçăра вилнĕ хыççăн çемьене тăрантарма çамрăклах фермăна пăру пăхма вырнаçма тивнĕ ăна. Ĕçленĕ хушăрах чĕкĕнтĕр пайĕсем илсе ачисене пĕчĕкренех ĕçлеме вĕрентнĕ. Кил хуçалă- хĕнче нумай выльăх тытнă.
Анчах çемье телейĕ нумая пыман, упăшки ир çĕре кĕнĕ. Çамрăк хĕрарăм хуçăлса ÿкмен, пĕтĕм вăй-халне ачисене ура çине тăратма панă. Вĕсем виççĕшĕ те ялта тĕпленнĕ, хисеплĕ çынсем. Юбилей кунĕн-че икĕ хĕрĕпе ывăлĕ амăшне тĕрĕс те çирĕп воспитани парса ÿстернĕшĕн ăшă тав сăмахĕсем каланă.
Сăмах майăн каласан, аслă хĕрĕпе Надеждăпа пĕр класра вĕреннĕ. Тăрăшулăхĕ-пе, сатурлăхĕпе ырă тĕслĕхчĕ ачасемшĕн. Шупашкарти кооператив институтĕнче экономиста вĕренсе тухсан каярах тепĕр аслă шкул пĕтернĕ, юрист дипломне илнĕ. Сургутра ĕçлесе пенсие тухнă хыççăн амăшĕ çывăхне тăван яла таврăннă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене сетка çыхса та, тĕрлĕ çи-пуç çĕлесе парса та пулăшать.
Тăвай больницинчи Вера Козлова врач-терапевта пĕлмен çын çук пулĕ пирĕн тăрăхра. Округ депутачĕ те пулнă. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ хĕр ялти врач офисĕнче сиплев ĕçне пуçăннă, халĕ тĕп больницăра терапи уйрăмĕн заведующийĕ. «Анна Семеновна пекех çепĕç чĕлхеллĕ, ăшă кăмăллă»,— теççĕ Вера Петровна пирки ял çыннисем.
Василий Çĕрпÿри совхоз-техникумра вĕреннĕ хыççăн «Победа» совхозра, унтан Çĕпĕрте хăй ĕçĕпе вăй хунă. Пенсире пулсан та Канясев фермер хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕнче тăрăшать. Анюк аппа ывăлĕ-пе, кинĕпе пĕрле хăтлăхра пурăнать. 7 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ уншăн чи кĕтнĕ хăнасем. Килен-каяна та тарават вăл. Тутлă чейпе сăйлать.
90 çулта тесе калаймăн ăна. Килĕнче вăл тĕрленĕ япаласенчен курав йĕркелеме пулать. Фермăри йывăр ĕç сывлăхĕ çинче палăрнах ĕнтĕ. Ал-ури ыратнипе аптăрать. Апла пулсан та пĕр самант ахаль ларасшăн мар. Ик-виç çул каялла тĕррĕн çĕнĕ мелне алла илнĕ. Хитре ÿкерчĕкĕсемпе тĕлĕнтерет. Çыхма та ăста. «Чечексен ячĕсене ăçтан астуса юлать-ши тата?»— тет кинĕ Надежда Андреевна. Пахчана тухсан вĕсемпе киленет. Кăмăлне уçать. Кашни праçникех Кĕрше чиркĕвне çитме тăрăшать. Çывăх çыннисен тăнăçлăхĕшĕн, ырлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн, çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн кĕл тăвать, çурта çутать.
Саламлама килнисем вăрçă ачи çинчен ăшă тав сăмахĕсем каларĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи артистсем ĕç ветеранĕн юратнă юррисене шăрантарчĕç.
Çакăн пек хастар та маттур хĕрарăм пурăнать Тĕмер ялĕнче. Ывăннине ан пĕл, ырă та вăрăм кун-çул сире, Анна Семеновна!
Раиса ШУМОВА