Çĕнĕ курав — яланах уяв пирĕн музей хăнисемшĕн. Хамăр ентешсем йĕркелеççĕ пулсан пушшех те хапăл вĕсене. Иртнĕ эрнере Тăвайри халăх краеведени музейĕнче Юрий Андреевăн «Образы Родины» картинăсен куравне пахалама çынсем йышлăн пухăнчĕç.
Чи малтанах автор çинчен. Сăхăтпуç ялĕнчен унăн йăх тымарĕсем. Юрий Владимирович хăй Шупашкарта çуралнă. Халĕ çемйипе Брянск облаçĕнче пурăнать. Пилĕк ача ашшĕ. Курав уçма хутшăннă хыççăнах Екатеринбург хулине чиркÿсене реставраци тума тухса кайрĕ вăл.
Куракансене картинăсем çырма мĕн хавхалантарни, мĕнле темăсене тĕпе хуни çинчен каласа пачĕ. Пурне те пурнăçран илнĕ вĕсене — салтака кайни, çут тĕнчене çĕнĕ çын килни, вилĕ пытарни, СВОра пуç хунă ентешсем... Çут çанталăк илемне сăнарланă ÿкерчĕксем хăйне евĕр асамлăхĕпе тыткăнларĕç. Ятарлă çар операцийĕн- че пуç хунă Кармал ялĕнчи икĕ паттăр салтакăн сăнарне те хăйне евĕр кăларнă. Вĕсен çывăх çыннисем те пулчĕç кунта.
Сăмах майăн, Ю.В.Андреев 2017 çултанпа Раççей художникĕсен Союзĕн членĕ. 20 ытла ĕç тăратнă курава. Пурте художник пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç. Округ администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов пухăннисен ячĕпе тав турĕ, хавхалану, ăнăçусем сунчĕ, Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Юрий Андреевăн ĕçĕсемпе паллашма хамăр музея йыхравлатпăр сире!
Владимир ФЕДОРОВ,
музей заведующийĕ