1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:47

Пин-пин хут тава тивĕçлĕ

 

Ĕнер Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Алексей Никифорович Ефимов 86 çул тултарчĕ. Вăл 1939 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă, виçĕ çул çар службинче пулнă. Унтан таврăнсан, колхоз ĕçне кÿлĕннĕ.

Ĕçленĕ хушăрах Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, ученăй-агроном ята тивĕçнĕ. Çакăнсăр пуçне Алексей Никифорович Ефимов — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ, çак хисеплĕ ята ăна 1978 çулта панă. Вăл Тăвай районĕн-чи «Красная Чувашия» колхозăн тĕп агрономĕ пулса хĕрĕх çула яхăн тăрăшнă, республикăри чи пултаруллă агрономсенчен пĕри пулнă, çĕрĕçĕпе тырпул туса илессине наука вĕрентĕвĕн никĕсĕ çинче йĕркелесе пынă, сăнавсем ирттернĕ, çĕнĕлле ĕçлесе тырă тухăçне иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕл-мĕш çулсен вĕçĕнчех кашни гектартан 40 яхăн центнера, уйрăм культурăсемпе 50—60 центнера та çитернĕ. Пĕр вăхăтрах тăпра эрозийĕпе кĕрешессипе, ишĕлекен çырма-çатрасене çирĕп- летессипе нумай ĕç тунă, хăйĕн опытне ыттисене те пама тăрăшнă.

Акă мĕн çырать хăй вăхăтĕнче «Красная Чувашия» колхоз председателĕнче, Тăвай районĕн ял хуçалăх управленийĕн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсенче ĕçленĕ Владимир Алексеевич Ванерке ун пирки: «Эпĕ Алексей Никифоровичпа чылай çул пĕрле ĕçленĕ. Вăл çĕрĕçне, тĕрлĕ ÿсен-тăран пурнăçĕнчи вăрттăнлăхсене, биологипе ытти наукăсене тарăн пĕлекен, анлă тавракурăмлă специалист. Ученăй-агроном ята чăннипех тивĕçлĕ. Çакăнпа пĕрлех вăл нихăçан та мухтанман, каппайланма юратман, сăпайлă та ырă кăмăллă çын пулнине палăртас килет».

1980 çулта А.Н.Ефимов Мускаври Пĕтĕм Союзри агрономсен канашлăвне хутшăннă, унтан çĕршыври паллă çĕр ĕçлекенпе Терентий Семенович Мальцев академикпе курса калаçнипе хавхаланса таврăннă, район хаçатĕн- че те çырса кăтартнăччĕ ун çинчен.

Алексей Никифоровичпа эпĕ уй-хирте ĕçлекенсем хушшинче пĕрре кăна мар пĕрле пулнă, ăна механизаторсем, ытти ĕçченсем епле хисепленине, вăл хăйне вĕсемпе пĕр тан тытнине хам куçпа курса ĕненнĕ. Çакă та пĕр-пĕрне ăнланса тата шанса ĕçлеме, çитĕнÿсем тума пулăшнă пĕрлехи ĕçре.

Алексей Никифорович çĕрĕçĕпе çут çанталăка сыхлас ыйтусене, малта пыракан опыта район хаçачĕн страницисенче тăтăшах çутатнă, халĕ те май килнĕ таран çырсах тăрать. Вăл çырнисем хăй вăхăтĕн-че «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар»), «Советская Чувашия» хаçатсенче тата Мускавра тухса тăракан хаçат-журналта та пичетленнĕ. Çавăн пекех вăл 4 кĕнеке авторĕ те. 2009 çулта кăларнă «Тырă пусси хумханать» (колхоз агрономĕ çырнинчен) кĕнекине алă айĕнчех тытатăп. 2019 çулта пичетрен тухнă «Тăван тавралăх чи хакли» кĕнеки те юнашарах. Ун пирки акă мĕн пĕлтерет Алексей Никифорович 2019 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче ман пата янă çырăвĕнче: «Пысăк салам яратăп, сывлăх сунатăп Сире. Ватăлтăм пулсан та, кĕнеке кăларма шухăш тытни çинчен эпĕ Сире маларах систернĕ-ччĕ пулас-ха. Ку вăл ывăлăм, Юрий Алексеевич (вăл Тăвайри «Коммунальник» ООО генеральнăй директорĕ), пуçарнипе пулчĕ-ха. Халĕ акă çак пысăках мар кĕнекене Канашра пичетлесе пачĕç. Кунта эпĕ тĕрлĕ çулсенче çут çанталăк çинчен çырнисене кĕртрĕм. Вĕсене эсир хăвăрах хăй вăхăтĕн- че редакцилесе хаçатра пичетленĕ. Тавах сире уншăн. Çак кĕнекене манран пĕчĕк парне пек йышăнма ыйтатăп.

Хам эпĕ ĕнтĕ ватăлса çитрĕм. Вăй-халăм хавшасах пырать. Çапах та çут çанталăк пулăмĕ-сем халичченхи пекех чуна çывăх, пурăнма вăй-хал параççĕ. Хаçатпа та çыхăнăва пачах татас килмест. Сывлăх пулсан, çыркалама тăрăшăп-ха»,— тенĕ-ччĕ вăл çырăвĕнче. Телее, Алексей Никифоровичăн кăçал та темиçе статйи кун çути курчĕ. Вĕсем пурнăç али витĕр тухса вăхăтпа тĕрĕсленнĕ, опытпа пуянланнă паха содержаниллĕ статьясем. Вулакансем яланах питĕ хапăл вĕсене.

Тавах, хисеплĕ Алексей Никифорович! Хамăр енчен Сире, ятлă-сумлă та хаклă ĕçтешĕмĕре, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ăнăçусем, мĕнпур ырри сунатпăр! Пĕрлех çуралнă кунпа та чун-чĕререн саламлатпăр сире!

Юлашкинчен çакна та çырса кăтартар вулакансене пĕлсе тăма: Алексей Никифорович Ефимова икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, Тăвай районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать