1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:44

Питĕ меллĕ пулнине палăртрĕç

 

Июлĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Пĕр утăм сывлăх патне» проект шайĕнче Тушкилти культура çурчĕ умĕнчи лапамра медиксен бригади ĕçлерĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем пулчĕç сывлăх ĕçченĕсем патĕнче. Куç, юн пусăмне, юнри сахăр шайне тĕрĕслерĕç, çын çÿллĕшне, кĕлетке виçине палăртрĕç вĕсем. Çавăн пекех чĕрене ЭКГ туса тĕрĕслеттерме, венăран юн илсе анализ тутарма май пулчĕ. Стоматолог шăла упрассипе, дерматолог ÿт-пÿ, терапевт тĕрлĕ чирсенчен кирлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Юн пусăмĕ пысăкланни сывлăха сиен кÿни çинчен В.М.Павлова тухса калаçрĕ. Йышăнура пулнă кашни çынах «сывлăх дневникне» алла илчĕ. Кунта ĕнтĕ пĕтĕмпех çырса палăртса пыраççĕ.

Çак кун икĕ ялтан, Тушкилпе Ямпулатран, 120 çын йышăнура пулчĕ. Вĕсенчен чылайăшне сипленме хут çырса панă. Çакăн пек тĕрĕсленни меллĕ пулнине палăртрĕç ял çыннисем.

Сывлăх хамăр алăра. Вăхăтра тĕрĕсленни хамăршăнах. Тăвай больницинчен, кÿршĕ ялтан пулăшма килнĕ, ялти врач амбулаторинчи сывлăх хуралçисене тав сăмахĕ каларĕç йышăнура пулнисем.

 

Валентина ПАВЛОВА, Тушкилти врач амбулаторийĕн медицина сестри

Поделиться:
Распечатать