Канашри территорисен хушшинчи медицина центрĕн Тăвайри тĕп больницин поликлиникинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Строительсен çурт тăррине, кĕмелли крыльцасене çĕнетмелле, çĕнĕ пандуссем лартмалла. Çутăпа тата хутса ăшăтмалли, шывпа тивĕçтермелли, шыв юхтарса кăлармалли системăсене улăштарĕç. Çавăн пекех пÿлĕмсене çĕнетме, урайсене, алăк блокĕсене, тимĕр пусма решеткисене улăштарма пăхнă. Çавăн пекех кабинетсемпе техника пÿлĕмĕсем шалтан хăтлăланĕç.
Ĕçсен подрядчикĕ — «ПМК «СтройИнвест» ООО. Контракт хакĕ 40,186 млн тенкĕпе танлашать. Укçа-тенке федераци тата регион бюджечĕсенчен «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май уйăраççĕ.
Ĕçсене ноябрĕн 1-мĕшĕччен пурнăçламалла.
Округ администрацийĕ ĕçсене контрольте тытать. Иртнĕ эрнере муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Канашри ММЦ тĕп тухтăрĕпе Рената Федоровапа тата подряд организацийĕн представителĕпе пĕрле поликлиника тата гараж пÿлĕмĕсенчи юсав ĕçĕсемпе паллашнă.
Юсав вăхăтĕнче те граждансене медицина пулăшăвĕ парасси унчченхи йĕркепех пулса пырать: поликлиника пÿлĕмĕсене вăхăтлăха çуртăн тепĕр енне куçарнă.
«Ĕçсене вĕçленĕ хыççăн округра пурăнакансем мĕнпур требованисене ти-вĕçтерекен хальхи вăхăтри тата хăтлă медицина учреждени- йĕнче пулăшу илĕç»,— тенĕ Олег Анатольевич.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:
«Пирĕн медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетесси — сывлăх сыхлав сферин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Вăл медицна пулăшăвĕн пахалăхне ÿстермелли тата çавна май çынсене ăнăçлă сыватмалли, вĕсен пурнăçне сыхласа хăвармалли никĕс».