Округĕпе 1056 гектар (92 процент) çинчи пĕр çул ÿсекен тата кăçал акнă 347 гектар (28 процент) çинчи нумай çул ÿсекен курăксене тата иртнĕ çулсенче акнисене пĕтĕмпех — 4218 гектар — çулнă. Хăш-пĕр хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тытăннă.
Хуçалăхсем пурĕ пĕрле 6371 тонна (планăн 93 проценчĕ чухлĕ) утă хатĕрленĕ, 19415 тонна (89 процент) сенаж хывнă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать.
Кĕрхи тĕш тырă культурисем акма пурĕ 1315 гектар, çав шутра «Акконд-агро фирма» АО 440, Грачевсем 360 гектар, çĕр хатĕр- ленĕ. Ку тĕлĕшпе ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те тăрăшаççĕ.