Тăвай округĕнче, республикăри ытти çĕрти пекех, юнкун Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Икĕ темăна тĕпе хунă: 2025 çулхи бюджет тата социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи итогĕсем; Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çĕнĕ социаллă проекчĕсем.
Пĕрлехи информкуна Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, вырăнти депутатсем, территори пайĕсен начальникĕ-сем хутшăннă. Округ администрацийĕн залĕнче иртнĕ тĕлпулăва çавăн пекех общество палатин членĕсене, предприятипе учрежденисен тата МИХсемпе медиа-студисен ертÿçисене те чĕннĕ.
Александр Шакин кун йĕркинчи темăсемпе республика информацине уçăмлатса панă.
Тăвай округĕн бюджетне тата социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене кăçалхи I çур çулта мĕнле пурнăçлани çинчен округ администрацийĕн экономика, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн заместителĕ Людмила Сергеева çутатса панă.
Муниципалитет округĕн бюджетне 2025 çулти пĕрремĕш çур çулта тупăш 332,5 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ, ку вăл умĕнхи çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 15 процент нумайрах. Хамăрăн тупăш 68 млн тенке çитнĕ, 22,4 процент хушăннă.
Каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 264 млн тенкĕ пырса кĕнĕ.
Тăкаксен калăпăшĕ 7,6 процент пысăкланнă, 345,7 млн тенкĕпе танлашнă.
«Пĕтĕмĕшле илсен, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем начар мар, малашлăх тĕллевсем те паллă. Халĕ чи кирли — палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме хамăрăн рессурсемпе тухăçлă усă курмалла. Шута илмелли те пур. Сăмахран, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре мăйракаллă шултра выльăхсен йышне хушассипе çине тăмалла, строительствăра пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассин калăпăшне ÿстермелле. Çаксене пурнăçа кĕртес ĕçре ку чухнехи технологисемпе тата патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курмалла»,— палăртнă сÿтсе явнă темăна пĕтĕмлетсе округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн çĕнĕ социаллă проекчĕсене Тăвай округĕнче пурнăçа кĕртессипе епле ĕçлени çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — пай начальникĕ Ирина Михайлова тата культура, социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай начальникĕ Оксана Кириллова каласа панă.
«Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн халех ĕнтĕ 38 мероприяти иртнĕ. Пĕтĕмпе вара паянхи кун тĕлне сайт çине 71 мероприяти кĕртнĕ. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕ- ри: республикăри «Хура çăл» çăлкуçĕ-сем» экологипе географи фестивалĕ, Патшалăх ялавĕн кунне, физкультурник кунне халалланă мероприятисем тата ытти те.
«Сывлăх патне пĕр утăм» проектпа килĕшÿллĕн ăна хута янăранпа врачсем-специалистсем 727 çынна консультаци панă, тивĕçлĕ тĕпчевсем тунă тата профильлĕ медицина учрежденийĕсене тĕрĕслеве е сипленме кайма направленисем панă. Вĕсем хушшинче — Тăвайпа Тушкилте тата Йăнтăрчăпа Сăхăтпуçĕнче пурăнакансем. Врачсем вырăна тухса йышăнасси малалла пырать. Асăннă проекта çынсем ырласа йышăннă, вăл çĕнĕ майсемпе пуянланать.
«Ниме» — «Халăх бюджечĕ» программа пуçару бюджечĕн программине малалла çĕнетсе тăсать. Халăхшăн йăлана кĕнĕ ку программа, унпа çуллен нумай проект пурнăçланать, çавна май çынсен пурнăç условийĕсем те çултан çул лайăхланса пыраççĕ. «Асăннă программăн тĕп шухăшĕ — çынсем хăйсен приоритечĕсене хăйсем суйласа илни тата вĕсене пурнăçлама хăйсем хутшăнни. Пĕрле тунă ĕç уйрăмах паха. Халех ĕнтĕ, 2026 çулхи планра, çынсем хăйсем сĕнекен 80 проектран кая мар»,— тенĕ Олег Анатольевич.
«Мирлĕ пурнăçа тăвакан утăм» проект пирĕн округра июлĕн 24-мĕшĕнче старт илет. Çавăн чухне вырăна тухакан «Пулăшу десанчĕ» ушкăн ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе тата вĕсен çемйисенче пурăнакансемпе районти культура çуртĕнче 14 сехетре тĕлпулу ирттерет. Проект тĕллевĕ — кашни салтакпа, унăн çемйипе тимлĕ пуласси тата мĕнпур енĕпе пулăшасси.
Информкун картинче Чутейри культура çуртĕнче те тĕлпулу иртнĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕн итогĕ-сене ушкăн ертÿçи Александр Шакин пĕтĕмлетнĕ. Вăл сÿтсе явнă пур тема та актуаллă пулнине, вĕсене халăх хушшине тĕплĕн çитермеллине палăртнă. Яланхи пекех информкунра округ пуçлăхĕн пÿлĕмĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Чăваш Республикин ПуçлăхĕОлег Николаев:
Çынсене хăйсен сывлăхне упрама, ăна тимлĕх уйăрма вĕрентĕпĕр. Проект витĕмĕпе çынсене çĕнĕ йышши медицина мĕнле ĕçленипе паллаштарăпăр, сывлăх сыхлавĕн мĕнпур ресурсĕпе усă курма хăнăхтарăпăр, кашнине хăйĕн-шĕн тата çывăх çыннишĕн эффективлă тăрăшма вĕрентĕпĕр.
Иван ИВАНОВ