ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Шаг в мирную жизнь» проектпа килĕшÿллĕн «Пулăшу десанчĕ» ĕнер Тăвай муниципалитет округĕнче пулнă.
Çак ушкăнта — пысăк квалификациллĕ специалистсем — юристсем, социаллă служба, ĕçпе тивĕçтерекен, муниципалитет тата «Защитники Отечества» фонд сотрудникĕсем. Вĕсем ĕçе вырнаçас енĕпе консультацисем панă, документсем хатĕр-леме пулăшнă, юридиципе социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ. Çак проекта ятарлă çар операцине хутшăннă кашни салтака мирлĕ пурнăçа таврăнма пулăшас, çемйисене тимлĕх уйăрас тĕлĕшпе пуçарнă. Пулăшу ушкăнĕ Тăвайри культура çуртĕнче 14 сехетрен йышăнма пуçланă.