«Пуçаруллă бюджет çынсен хастарлăхне, чи кирли, вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсенчи пурнăçа лайăхлатас шухăшлă пулнине кăтартать. Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашнă»,— тенĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.
Тăвай округĕнче ытти çулсенчи пекех кăçал та пуçару проекчĕсене пурнăçа кĕртесси пысăк хастарлăхпа пырать. 89 проектран 54-шне ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр 102,7 миллион тенкĕлĕх 115 проект пурнăçланă.
Территори уйрăмĕсем тăрăх тишкерес пулсан çакăн пек кăтартусем: Мучарта палăртнă ĕçсене пĕтĕмпех вĕçленĕ. Элпуçĕн-че 12 проектран 6-шне, Йăнтăрчăра 7-рен 4-шне пурнăçа кĕртнĕ. Тăрмăш территори уйрăмĕнче 11 проектран пĕр проект юлнă. Тăвайра 16 проектран 11-шĕ, Енĕш Нăрвашра 10 проектран 8-шĕ пурнăçа кĕнĕ. Çавăн пекех Тĕмерпе Тушкил уйрăмĕсенче те (13 тата 9 проектран) нумайăшĕ пурнăçланса пырать.
Халĕ 17 проектпа ĕçлеççĕ. Вĕсен шутĕн-че — Элпуçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен ячĕпе асăну хăми, Ураскассинче палăк тăвасси, Вăтаялĕпе Тушкилте палăксене юсасси, Çĕнçырмара Кошевой урамĕнчи çынсене шывпа тивĕçтерекен системăна юсасси, Элпуç шкулĕнчи ăшăпа тивĕçтермелли инженери сечĕсене юсасси, Тушкил шкулĕн-че шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнчи пÿлĕме юсасси, Йăнтăрчăра К.Маркс, Çĕнĕ Пуянкассинчи Горький тата Сăхăтпуçĕнчи Николаев урамĕсенчи çулсене юсасси. Йăнтăрчă, Чутей ялĕсенче шкул автобусĕсем валли чарăну павильонĕсем пулмалла.
Округра 2026 çулта пурнăçа кĕртмелли проектсем хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ. Кăçал заявкăсене «Чувашия онлайн» порталта йышăнаççĕ. Заявкăсен хисепĕн чиккине пăрахăçланă. Тĕп пусăм вара 500 çын е ытларах алă пусса çирĕплетнĕ проектсем 150 балл пухасси çинче. Малтанлăха палăртнă тăрăх, округра 2026 çулта пурнăçлама сахалтан та 80 проект хатĕр-лемелле.
Çапла çынсем хастар хутшăннипе тата Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тимленипе пуçаруллă бюджет программи округ сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарать, пурнăçа хăтлăрах тума пулăшать.
Вероника НИКОЛАЕВА,
округ администрацийĕн территорисене
аталантарас тата тирпей-илем кĕртес енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ