Чăваш Республики — Пĕтĕм Раççейри информаци хăрушсăрлăхĕн конкурсĕн лауреачĕ.
IV «Регионсен информаци хăрушсăрлăхĕн кубокĕ» конкурсра Чăваш Енĕн Цифра аталанăвĕн министерствин проектне пысăка хурса хакланă.
Сăмах регионăн «Хăрушлăхсăр хула» проекчĕ пирки пырать. Вăл — общество хăрушсăрлăхне çирĕплетме, чрезвычайлă лару-тăрура васкавлă службăсен ĕçне оперативлă мерăсем йышăнма пулăшмашкăн хатĕрленĕскер.
— Цифра хăрушсăрлăхĕ регионта чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче. «Хăрушлăхсăр хула» проект паянхи технологисем кулленхи пурнăçа ансатланине, çынсен хÿт- лĕхне çирĕплетнине, васкавлă службăсене çивĕч лару-тăрура ĕçлеме пулăшнине кăтартса пачĕ,— тенĕ ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Степанов.