1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 8:38

Республика, округ

• Паян Чăваш Енре фермерсен пĕрремĕш агромаркечĕ ĕçлеме пуçлать. Ăна «Пехет» ят панă, Шупашкарти «Каскад» суту-илÿ-пе кану центрĕн аялти хутĕнче вырнаçнă вăл. Кунти 4 пин тăваткал метртан та иртекен лаптăкра йывăç витринăсем, хăйне евĕрлĕ декор, наци сĕмĕллĕ колоннăсем... «Пехетре» хĕрĕхе яхăн производителĕн фермер продукцине туянма пулĕ: сĕтпе аш юр-варĕ, пыл, пахчаçимĕç, çăкăр-булка, пулă тата ытти те. Сувенирсем те пулĕç.

• Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чăвашран ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе курнăçнă, пухăннисене асăнмалăх парнесем панă. Олег Николаев çар çыннисен çемйисене пулăшмаллине, вĕсем хăйсен упăшкисемшĕн шанчăклă тыл пулса тăнине, пирĕн паттăрсем килĕсене кĕçех çĕнтерÿпе таврăнасса шанса тăнине палăртнă.

• Юлашки пилĕк çулта Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн отрасльне 145 миллиард тенкĕ хывнă, ăна валли укçа уйăрасси пĕр хут çурă ÿснĕ. 300 яхăн медицина объектне хута янă е юсанă. Сăмах майăн асăнсан, хальхи вăхăтра Тăвай больницинче те тĕп юсав пырать. Республикăра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕ 42 процент таран пысăкланнине палăртаççĕ. Çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ виçĕ çул хушăннă.

• Республикăра, çак шутра пирĕн округра та, нумай ачаллă çемьесен йышĕ хушăнса пырать. Паян вĕсем 19 пине яхăн е 2012 çулхинчен икĕ хут нумайрах.

• Чăваш Ен экспорчĕ юлашки пилĕк çулта 45 процент пысăкланнă, продукци 50 çĕршыва ăсанать. Чăваш Республики промышленноç предприятийĕ-сем валли уйăракан пулăшу виçи 30 хут ÿснĕ. Çакă 2030 çул тĕлне уйрăм çынсен инвестицийĕсене 30 млрд тенкĕрен кая мар ĕçе кĕртме, тепĕр 1500 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хума май парĕ.

• «Пушкин картти» программа кăçал «Çемье» наци проекчĕпе уйăракан укçапа пурнăçа кĕрет. Асăннă программăна, сăмахран, пирĕн Тăвай округĕнчи культурăн пур учрежденийĕ те анлăн хутшăнать. Культура учрежденийĕ-сем тĕрлĕ мероприятисем нумай йĕркелесе ирттереççĕ, шкул ачисене «Пушкин карттипе» усă курма майсем туса параççĕ.

Сăмах майăн палăртсан, Чăваш Республики Президентăн «Пушкин картти» программине пурнăçлассипе лидерсен шутĕн- че.

• Истори наукисен докторĕ, иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсенче Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академинче, ун хыççăн М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕн- че ĕçленĕ, чылай çĕршывра наука командировкисенче пулнă Сергей Артемьевич Артемьев профессор (1915—1978, Тăвай районĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ) çуралнăранпа июлĕн 15-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать