• «Чăваш Ен экономики юлашки пилĕк çулта икĕ хута яхăн ÿсрĕ. Пирĕн вара нефтьпе газ та, алмаз та çук. Çак ÿсĕм — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ. Пĕр цифра кăна асăнам — вăл хăех нумай калать: республикăра промышленноçа патшалăх енчен пулăшасси 30 хут ÿсрĕ. Ку вăл — пирĕн предприятисен аталанăвне хывнă чăн укçа»,— тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов.
• Çĕрпÿ округĕнче «Уй кунĕ» курав иртнĕ. Унта 15 регионтан 69 организаци хутшăннă. Ял хуçалăх техники сутакан 28 организаци 200 ытла трактор-машина тăратнă, çак шутра Чăваш Енре туса кăларнă трактор та пулнă. Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институчĕ ял хуçалăх культурисен сорчĕсемпе паллаштарнă. «Уй кунĕнче» Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та пулнă.
Курава пирĕн округри аграрисем те хутшăннă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.
• Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата «Россельхозбанк» АОн Чăваш филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская фермер шкулĕн-чен вĕренсе тухнисене дипломсем тата «Агростартап» гранта тивĕçнисене сертификатсем панă. Фермер шкулĕнчен улттăмĕш тапхăр тухнă. Сăмах май палăртсан, грант сумми 5 миллион тенкĕпе танлашать.
• Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе Çĕрпÿ округĕн-че июлĕн 16-мĕшĕнчен выльăх урнинчен сыхланмалли карантин йĕркине вăя кĕртнĕ, вăл уйрăм хушуччен тăсăлĕ. Ăна Çĕрпÿ тăрăхĕн-чи пĕр сад юлташлăхĕнчен илсе пынă тилле тĕрĕсленĕ май унăн асăннă чир вирусĕ тупăннипе сăлтавланă.
• Кăçал, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕнче, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн — пирĕн ентешĕмĕрĕн СССР халăх артисткин Вера Кузьминична Кузьминан мăшăрĕн — «Аптраман тавраш» поэми Брайль формачĕпе пичетленсе тухнă. Çапла вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă мухтавлă поэтăмăрăн темиçе ăру шăпине сăнарлакан вилĕм- сĕр поэмине халĕ куç курман çынсем те вулама пултараççĕ.
• Шупашкарта регионсен финанс пĕлĕвĕн тытăмĕнчи практикин виççĕмĕш «ВолгаФин-2025» уçă форумĕ ĕçленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — регионсенчи финанс пĕлĕвне аталантармалли ăнăçлă практикăсемпе паллаштарасси, халăхăн финанс культурине ÿстерме пулăшасси.
• Тăвай округĕнче «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Тăвай—Чутей—Аслă Кайпăç автоçул айккисемпе тротуарсем тăвасси малалла пырать. Тăвая кĕнĕ-тухнă, çул хĕрринчи чарăнусем патĕнчи, Чутей ялĕнчи тата Вăрманхĕрри ялне кайнă çĕрти вырăнсене пурне те пысăк тимлĕх хурĕç, çутăпа тивĕçтерĕç, тата чарăну лаптăкĕсене çĕнетĕç, хăтлă, хăрушлăхсăр çÿремелле тума тăрăшĕç.
• Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсен кавалерĕ, Тĕмерти «Победа» совхоз директорĕ, ял тата район Совечĕсен депутачĕ пулнă Петр Андреевич Воробьев (1930—2015, Тăвай районĕ, Тĕмер ялĕ) çуралнăранпа — 95 çул.
• Пĕтĕм Союзри, Раççейри, Чăваш Республикинчи смотр-конкурссен лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Павлович Павлов (1950—2010, Тăвай районĕ, Тенеяль) çуралнăранпа июлĕн 22-мĕшĕнче 75 çул çитрĕ.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ