Ял хуçалăх организацийĕсем çеç мар, килти хуçалăхран та çынсем продукци сутса укçа тума тăрăшаççĕ.
Акă Тăвайри рыноках илĕпĕр. Çуркунне унта пахчаçимĕç калчисем, йывăç-тĕмсем, çĕрулми, севок, тырă, сĕтпе аш продукчĕсем сутатчĕç пулсан, халĕ — тĕрлĕ çырла, паранкă, сĕт, тăпăрчă, сыр, аш-пăш, арпус, çăмарта, сухан, пулă тата ыттине те курма пулать. Пусран тенкĕ хушăнать, тенкĕ çумне тенкĕ иккĕ пулать. Çапла майпа самай сумма пухăнать. Мĕн туянаççĕ, çавă сутăнать. Апла пулсан пурнăçра вăл та, ку та кирлĕ. Çынсем хушма тупăш илес тесе ĕне, сурăх-качака, сысна, кролик, кайăк-кĕшĕк усраççĕ, вăкăр самăртаççĕ. Хăйсенчен ытлашшине, паллах, рынока кăлараççĕ. Чутейпе Çĕнçырмаран та, Улянкăпа Йăнтăрчăран та, Тăвайпа Тăрмăшран та, ытти çĕртен те пуçтарăнаççĕ сутма.
Чăваш Республики те агропромышленноç комплексĕн экспортне сарсах пырать, 2025 çулхи июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл, малтанласа палăртнă тăрăх, 50,4 миллион долларпа танлашнă, çулталăк пуçланнăранпа республикăран экспорта 9,8 пин тонна ял хуçалăх продукцийĕ ăсатнă. Çакă вăл малтан пăхса хунинчен те 30 процент ытларах пулнине палăртаççĕ. Продукцие вун-вун çĕршыва ăсатаççĕ, çак шутра — Китай, Беларуç, Казахстан, Азербайджан, Узбекистан, Таджикистан тата ытти те. Сутлăх продукци шутĕнче — кондитер изделийĕсем, кайăк-кĕшĕк ашĕ, севок сухан, сĕт юр-варĕ, çĕр улми, çăнăх, хывăх, макарон япалисем тата ытти те. Чăваш Ен экспорта сарсах пырать.
Иван ГЛАДКОВ