Пĕтĕм тĕнчери шахмат кунне халалласа шахмат турнирĕ иртрĕ июлĕн 20-мĕшĕнче Тăвайри «Аль» спорт шкулĕнче.
Чăн та, çулла хĕрÿ вăхăт пулнăран-и, шахматистсем нумайăнах хутшăнаймарĕç унта. Çапах та Тăвайри К.В.Григорьевпа А.А.Семенов хушшинче уйрăмах хĕрÿ тупăшу пычĕ. Çĕнтерÿçĕ- не палăртма вĕсем хушшинче хушма вăйă та ирттерме тиврĕ: К.Григорьев пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕшĕнче — А.Семенов. Ю.П.Арестов (Енĕш Нăрваш ялĕ) виççĕмĕш пулчĕ. Пур шахматиста та Пĕтĕм тĕнчери шахмат кунĕпе саламласа ăнăçусем суннă.
Юрий АРЕСТОВ, судья