Шахматла выляни тĕрлĕ чиртен хÿтĕленме, сипленме пулăшать. Чи малтанах лăпкăлăха, тимлĕхе хăнăхтарать.
Ку вăйă — кĕрешÿ мелĕ-сенчен пĕри. Çавăнпа та сăлтавсăрах уртарса яракан е чылай органа, чи малтанах чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне, чирлеттерекен хаярлăха лăплантарма пултарать. Унсăр пуçне, шахмат вăййи вăтанчăк çынсемпе пĕчченлĕхпе аптăракан ватăсене çынсемпе хутшăнассине çăмăллатать.
Ачасем шахматла вылянă вăхăтра тимлĕхе, логика шухăшлавне, партнер хутшăнăвне, чыслăн выляса яма вĕренеççĕ. Çав хăнăхусем вĕсене çитĕнсен питĕ кирлĕ.
Ватă çынсене шахматла выляни кĕнеке вуланипе, кроссворд тупсăмĕсене шыранипе пĕрле ăс-тăн çивĕч- лĕхне упраса хăварма пулăшать.