Çĕнĕ Пуянкассинче кăçал социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта — Хуторная урама тÿртен каçса çÿремелли кĕпере юсаса çĕнетме тытăннă.
Кунта пурăнакансен транспортпа хăйсен кил-çурчĕ патне çитсе ÿкме кирек хăçан та уй урлă çаврăнма тивнĕ. Ку вара начар çанталăкра уйрăмах питĕ тертлĕ пулнă. Сăмах майăн каласан, хам та пĕрре кăна мар тавраран çаврăннă асăннă урама çитсе кĕме.
— Халĕ вара çак йывăрлăхсем хыçа юласса шанатăп,— тет Çĕнĕ Пуянкасси территори уйрăмĕн начальникĕ Владимир Кузьмин.
Хăйсем патне транспорт хатĕрĕпе каçса çÿреме май килменрен, Хуторная урамра пурăнакансем хăйсене утрав çинче пурăннă пек туйнă. Халĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе вĕсем валли ку чухнехи шанчăклă, хăрушсăр кĕпер тăвас ыйтăва татса пама май килнĕ. Çакна валли республика фондĕнчен 1051882 тенкĕ, Тăвай муниципалитет округĕн бюджетĕнчен 55362 тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕç. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1107244 тенкĕ-пе танлашать.
Подрядчик паллă, çак ĕçе «Промремстрой» ООО компанийĕ пурнăçлать, вăл ĕçе июнь вĕçĕнче пуçăннă, кăçалах октябрьте вĕçлеме палăртать. Мĕнех, питĕ ырă тĕллев, ăнăçусем сунатпăр.
Иван ИВАНОВ