Июлĕн 5-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме ялĕ пин-пин çынна пуçтарчĕ. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут хăна-вĕрле пухрĕ вăл. Çакăнти «Çĕнĕ Сувар» туристсен комплексĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен асран кайми чаплă Уявĕ иртрĕ.
Эпир те, ветерансем, Чăваш Енĕн агропромышленоç союзĕ йĕркеленипе 15-ĕн пуçтарăнса кайрăмăр Сиктĕр-мене. Шуçăмпа тухса «Газельпе» ирхине çиччĕ çурăсене çитрĕмĕр унта. Тÿрех ирхи апата йыхравларĕç. Аслăк айĕнче плов хатĕрлеççĕ, пысăк хурансенче ăна валли аш пĕçереççĕ. Вăрăм сĕтелсем, саксем лартса тухнă. Пловсăр, ытти апат-çимĕçсĕр пуçне кашни сĕтел çинчех минерал шывĕсем. Плов çирĕмĕр, чуна выртрĕ, тав туса тухрăмăр сĕтел хушшинчен. Çимелли-ĕçмеллине кунта пин-пин çын валли янтăланă пĕтĕмпех тÿлевсĕр.
«Уяв тус-тăвана пуçтарать», «Пуринпе те пĕр тан» ятпа ха- тĕрленĕ чăваш культурин «Уяв-2025» праçникĕн программипе килĕшÿллĕн хăнасем паллă поэтăн музейĕпе тата «Сухапуçĕнчен пуçласа космос ракети таран» куравпа паллашма пултарчĕç. Кунтах «Маттур ăстасен», ачасемпе çамрăксен наци вăййисен этнокартишĕ-сем ĕçлеççĕ, «Акăшсен кÿлли», «Чĕрчун тĕнчи», «Ĕлĕкхи çĕр пÿрт», шыв тата çил арманĕсен лапамĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин кĕнеке продукцийĕн выставки-сутти те халăхран татăк тăмарĕç. «Чăваш сăри» — «Уяв тени сăрасăр пулмасть», «Ĕлĕкхинчен пуçласа паянхи чăваш тумĕсем», «Авалхи юрăсен сасси», «Янра, шăпăр, кĕсле!» тата ытти те — пурне те лайăх йĕркеленĕ. Темиçе сцена çинчи пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшипе те киленме пултарнă уява пухăннисем. Пирĕн Тăвай округĕн фольклор ушкăнĕсем те савăнтарнă халăха. Сценăсем темиçе те тесе асăнтăм маларах. Тĕп сцена çинчен Уява уçнă. «Уяв тус-тăвана пуçтарать» представлени те унтах иртнĕ. Тĕп сцена çинчен çĕршывĕпе паллă «Звениговский» хуçалăха нумай çул пултаруллă ертсе пынă тата «Сувар» ОО старейшинин канашĕн ертÿçи Иван Иванович Казанков чăн чăвашла сăмах каларĕ, Чăваш Енпе Тутарстанран, ытти çĕртен уява пынă хисеплĕ хăнасем те саламларĕç. Раççейпе Чăваш республикин гимнĕсем янăрарĕç. Кайран ÿсĕмĕпе 82-ри И.И.Казанков пирĕнпе, чăвашсемпе ятарласа тĕл пулса калаçрĕ, чунне уçрĕ, хăйсен хуçалăхĕ тата унта ĕçлесе пурăнакансем çинчен каласа кăтартрĕ, ыйтусем çине те хаваспах хуравларĕ.
«Çĕнĕ Сувар» турист комплексĕ вара хăнасемпе туристсене çулталăк тăршшĕпех йышăнать, унта канма та, сывлăха çирĕплетме те условисем туса панă.
Елена МИХАЙЛОВА, Çăлпуç ялĕ