Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проекта пурнăçласси Тăвай округĕнче малалла пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ — ăçта пурăннине пăхмасăр кашни çынна профилактика тума май туса парасси, вĕсене хăйсен сывлăхне упрама, тимлĕх уйăрма вĕрентесси.
Проектпа килĕшÿллĕн республикăри хуласемпе ялсен урамĕсенче «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлеççĕ, вĕсенче тĕп тĕрĕслевсем витĕр тухса специалист-тухтăрсенчен консультаци илме пулать. Ку проект чăннипе те хăйĕн тухăçлăхне çирĕплетет, Чăваш Енри 20 пин ытла çын «Сывлăх пункчĕсенче» тĕрĕсленнĕ те ĕнтĕ.
Тăвай округĕнчи ялсенче пин ытла çын пулнă сывлăх хуралçисем патĕн-че. Çак эрне пуçламăшĕнче Чутей ялĕнче те çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшас тĕллевпе пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслев иртнĕ. Тухса çÿрекен пункт специалисчĕсем Амалăх, Çĕнĕ Ишпуç, Чутей ялĕсенчен 106 çынна йышăннă.
Медицина ĕçченĕсем юн, куç пусăмне, çын йывăрăшне, пĕвне виçнĕ, чĕрене тĕрĕсленĕ, холестерин тата юнри сахăр шайĕн анализĕсене йышăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пымалли паха сĕнÿ-сем, сиплев панă. Сывлăх дневникĕпе пĕрле тĕрлĕ чиртен сыхланма брошюрăсемпе тивĕçтернĕ. Çапла квалификациллĕ пулăшупа тухтăрсен консультацине вырăнтах илме пултарнă ял халăхĕ. Ытти ялсенчен килнĕ çынсене кайса илсе тÿ-левсĕр леçсе ярассине йĕркеленĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă çак пĕлтерĕш- лĕ социаллă проект çу каçипех пырĕ. Туссем, хăвăрăн сывлăхăра тĕрĕслеттерме, профессионалсемпе тÿлевсĕр те хăтлă канашлама çак меллĕ майпа усă курăр.
Сывлăх хуралçисем 14-мĕшĕнче Йăнтăрчăра, 17-мĕшĕнче Улянкăра, ĕнер Тĕмерте пулчĕç. Июлĕн 29-мĕшĕнче Мучарта çынсене йышăнаççĕ.
Зинаида ИВАНОВА,
кĕмĕл волонтер. Чутей ялĕ