1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
25 июля 2025 г. 9:07

Тăвай енри таврапĕлÿçĕсен аксакалне — 85 çул

 

Эдуард Сергеевич Ушаков утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче 85 çул тултарать. Вăл Тăрмăш ялĕнче 1940 çулта çуралнă. Вăрçă ачи пулнă май пĕчĕклех килте, колхозра пысăк çынсемпе шай ĕçлемелле пулнă. Сахал мар нуша курнă, йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ.

Эдуард мĕн ачаран тавралăха сăнама юратнă, ял çыннисен пурнăçĕ-пе интересленнĕ. Çамрăклах фотоаппарат туянса кăсăклă тĕрлĕ самантсене ÿкер- нĕ. Çав сăн ÿкерчĕксем паянхи кун ял историшĕн çав тери хаклă та пĕлтерĕшлĕ документсем пулса тăраççĕ. Вĕсенчен нумайăшне тĕпчев кĕнекисем çине кĕртсе халăх патне çитернĕ.

Хăйĕн пурнăçĕнче Эдуард Сергеевича нумай çĕрте, тĕрлĕ профессипе ĕçлеме тÿр килнĕ. Истори факультетне пĕтернĕ май шкулта вĕрентнĕ, çар службинче 20 çул хушши тăнă, çар ĕç комиссариачĕсенче чылай тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван Тăрмăш ял, Тăвай ен историсене тарăннăн тĕпчес ĕçе пикеннĕ. Вăл çĕршер çынпа тĕл пулса калаçать, вĕсен асаилĕвĕсене çырса пырать, килĕрен çÿресе ĕлĕкхи сăн ÿкерчĕксене пуçтарать, хăй тĕллĕн компьютерпа лайăх ĕçлеме, çавăнпах кĕнеке калăплама вĕренет.

Малтанах Тăрмăш ялĕ çинчен тĕпчесе икĕ кĕнеке, унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем çинчен тепĕр кĕнеке кăларать. Çав вăхăтрах районти шкулсен, чиркÿсен, ялсен историйĕсене тĕпчет, хăй вăйĕпе кĕнекесем «çаптарать». Арăмĕн тăван ялĕн Амалăхăн тата кÿршĕллĕ Лачкасси ялĕн историйĕсене çырать.

Юлашки çулсенче Эдуард Сергеевич мана та çак пархатарлă ĕçе явăçтарчĕ. Эпир унпа пилĕк кĕнеке çырса хатĕрлерĕмĕр. Ентешсем питĕ ырă кăмăлпа йышăнчĕç. Вĕсем хушшинче уйрăмах Тăрмăш ял тăрăхĕн энциклопедийĕ тата йăх-несĕлсене тĕпчемелли кĕнекесем анлăн сарăлчĕç. Вĕсене Чăваш Енри тĕпчевçĕ-сен халăх Академийĕ чи пысăк хак парса чысларĕ.

Паянхи куна Э.Ушаков 40 ытла кĕнеке авторĕ. Вĕсем пурте халăх хушшинче саланнă. Пурнăç малалла аталанса, хăтлăланса пынă май çынсем тăван ял улшăнăвĕсем çинчен тепĕр çĕнĕ кĕнеке çырма ыйтаççĕ. Пулас кăларăм çинчен эпир канашласа та илтĕмĕр. Хĕл еннелле кăштах пушансан çырма май пулĕ тесе шутлатпăр.

Эдуард Сергеевич Тăвай енре пысăк сумра. Вăл Тăрмăш ялĕн хисеплĕ гражданинĕ, ăна Тăвай тăрăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Çавăн пекех Чăваш этнокультурин хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш наци халăх академикĕ, Н.Никольский тата Н.Бичурин ячĕллĕ орденсене тивĕçнĕ.

Эдуард Ушаков Тăвайри тав-рапĕлÿçĕсемпе тачă çыхăнса пурăнать. «Пирĕн аксакал»,— тетпĕр эпир ăна. 85 çул тултарнă май чĕререн саламлатпăр, çамрăк ăру валли татах та ăслă кĕнекесем çырма çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр.

Вячеслав СИДОРОВ,

таврапĕлÿçĕ. Тăрмăш ялĕ

Поделиться:
Распечатать